Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулаҫҫӗ (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсем кулаҫҫӗ кӑна:

А из мужчин некоторые смеются:

Уяв парнисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

… тесе кулаҫҫӗ.

..» — смеются.

Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пурте кулаҫҫӗ, пурте ку — павлин, теҫҫӗ.

И все смеялись и говорили, что это павлин.

Павлин — чи илемлӗ кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Упӑтесем хӑйсем пурте кулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем питӗ савнӑҫлӑ, ашкӑнма та юратаҫҫӗ.

И все смеялись, потому что они весёлые и очень шалят.

Макаки // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӗсенчен пурте кулаҫҫӗ.

И все смеялись.

Мишкӑсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Таврара ахӑлтатса кулаҫҫӗ.

Народ вокруг хохотал.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Улпут майрисем ҫинҫе сасӑпа ҫуйӑхса кулаҫҫӗ, офицерсем уссисене пӗтӗркелесе ахӑлтатаҫҫӗ.

Барыни смеялись тонкими голосами, офицеры хохотали в усы.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах рабочисем кулаҫҫӗ кӑна: «Пӗлместпӗр».

А рабочие посмеиваются: «Не знаем».

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Теприсем вӗсене йӗкӗлтесе кулаҫҫӗ, Форумпа урамсенче Сулла вилнӗшӗн савӑнса, кулкаласа утса ҫӳреҫҫӗ.

Их осыпали упреками, насмешками и издевательствами враги Суллы, которые весело прохаживались по Форуму и по улицам, радуясь его смерти.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Куккӑшӗпе Костя савӑнса, тепӗр хут ҫума пуҫланӑ ҫумӑра та, витерӳллӗ ҫиле те асӑрхамасӑрах, кулаҫҫӗ.

Дядя и Костя радуются и смеются, не замечая ни снова начавшегося дождя, ни пронизывающего ветра.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Мӗн тӗрӗс мар? — кулаҫҫӗ ачасем.

— Что неправда? — хохочут ребята.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пурте кулаҫҫӗ, анчах Егорка илтмӗш пулать.

Все смеются, но Егорка не обращает внимания.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тен, унран кулаҫҫӗ пулӗ, суяҫҫӗ пуль ӑна?

Может, над ним смеются и обманывают?

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Малтан пурте кулаҫҫӗ, анчах Егорка ҫав тери ҫиленсе-кӳренсе ҫитет, пӗрин ҫинчен теприн ҫине вӑл питӗ тархасласа пӑхать, халех вӑл хӑлхасене ҫурас пек мӗкӗрсе йӗрсе ярасси пурне те паллӑ пулса тӑрать, пурте ӑна шеллесе илеҫҫӗ.

Сначала все смеются, но лицо Егорки выражает такое отчаяние, он с такой мольбой переводит глаза с одного на другого и — видно по всему — так оглушительно сейчас заревет, что всем становится его жалко.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑпа Нюра кулаҫҫӗ, вӗсене Егорка иккӗшне те килӗшет.

Костя и Нюра смеются, им обоим Егорка нравится.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ачасем унран кулаҫҫӗ, тепрехинче сысна пырӗ те ӑна хӑйне, ҫу сӗрнӗ ҫӑкӑра ҫинӗ пек, ҫисе кайӗ, теҫҫӗ…

Ребята над ней смеются и говорят, что в следующий раз придет свинья и съест ее, как бутерброд…

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Авӑ — тутисем кулаҫҫӗ унӑн, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхать, вӑл ӑна пӳрни вӗҫӗпе шӑла-шӑла илет.

Вон улыбается, а по щекам текут слезы, и она вытирает их кончиками пальцев.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Амӑшӗ те шыраса тупать ӑна, тутисем кулаҫҫӗ хӑйӗн, тем кӑшкӑрасшӑн, анчах ҫак вӑхӑтра чан ҫапаҫҫӗ, Костьӑна тем пӗрӗхет те унӑн хыҫӗнчех, хӑлхана ҫурасла, виҫӗ хутчен кӑшкӑрса ярать.

Мама тоже находит его глазами, улыбается, что-то хочет крикнуть, но в это время звонит колокол, Костю обдает брызгами, и за его спиной трижды оглушительно ревет.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫав водниксем пӗр хеперсӗр калаҫса тӑраҫҫӗ, Костя хӑй хыпаланнинчен хӑех хӑраса ӳксе юриех хуллен, тайкаланса утма пуҫланинчен кулаҫҫӗ вӗсем; амӑшӗн ирӗксӗрех Костьӑна ҫаннинчен туртма тивет:

Водники так беззаботно разговаривают и смеются, что Костя ужасается своей торопливости и начинает шагать нарочито медленно, вразвалку, так что матери приходится дернуть его за рукав:

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Шӑппӑн кулаҫҫӗ: — Большевиксем сывлӑшалла сирпӗнчӗҫ, — теҫҫӗ.

Засмеялись тихо, говорят: — Большевики взорвались.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех