Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кравать сăмах пирĕн базăра пур.
кравать (тĕпĕ: кравать) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑкран кӗрсенех кӗпе-тумтир ҫакмалли куҫкӗскиллӗ шкап, ҫав стена ҫумӗнчех — мӑшӑрлӑ кравать, сарлака кантӑк умӗнче — ҫыру сӗтелӗпе хыҫлӑ кресло, тепӗр енче — пӗчӗк ҫемҫе диван.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пыл ҫиме юрать пулӗ сире, Соня… аппаран кучченеҫ ку, — пыл савӑтне кравать ҫумӗнчи сӗтел ҫине саквояжран кӑларса лартрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Холерная кома, — терӗ пӗрре пӑхсах. — Пичӗ-куҫӗ кӑвакарнӑ — ҫӑлас сук. Йывӑҫ кравать ҫине вырттарӑр!» — тесе хушрӗ аллине карболка шӗвекӗпе йӗпетнӗ ман.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тал-Марса хваттерӗ кӑмӑла каймалласкер: икӗ чӳречеллӗ пӳлӗмре — пысӑк сӗтел, сарлака тимӗр кравать, комод, авса тунӑ виҫ-тӑватӑ пукан.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кравать айне сиктерсем ӑна, — терӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапла вара, кравать пуҫӗнчи хӑма ҫине «Романов Тимофей» тесе ҫырса хучӗ аслӑ фельдшер.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ку кравать ҫинче сан ывӑлу выртатчӗ-ҫке? — каласа пӗтереймерӗ Павлуш, ача амӑшӗ макӑрнине курчӗ, хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев арӑмӗ выртакан кравать ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анна Ефимовна пукан пырса пачӗ те Михаил Николаевича кравать ҫумнерех пыма чармарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк Павлуш сӗрме купӑсне кравать ҫине ывӑтрӗ те Евӑпа пӗрле ташлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Костя, ме — гитара тыт! — кравать пуҫӗнче ҫакӑнса тӑракан инструмента илсе тыттарчӗ Эльгеев хӑйӗн юлташне.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кравать ҫинче — сӗрме купӑс футлярӗ, унтах — инструмент ҫивиттийӗ, сенкер плюшран тунӑскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара Миша ӑна ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе кравать ҫине илсе кайса вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Графиньӑн пӳлӗмӗ пысӑках мар, ытлашши пукан та ҫук, анчах пурте хӑй вырӑнӗнче — чуна савӑнтарать: тӗкӗр, ун умӗнче лутра ҫемҫе пукан, кравать пуҫӗнче пӗчӗк хитре сӗтел, ун ҫинче тап-таса хрусталь ваза ларать, паян ҫеҫ татса кӗнӗ хризантема чечекӗсем тӑп-тӑрӑ шывра лараҫҫӗ, шанмаҫҫӗ, чуна килентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Туянаймарӑм-ха: вӑхӑт та пулмарӗ, укҫа та ҫитмерӗ, — тесе Миша пукан ҫине ҫакнӑ кительпе брюкине тимӗр кравать ҫине илсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш пурӑннӑ пӳлӗмре, кравать пуҫӗнче, стена ҫинче чӗрмелли календарь ҫакӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Часах Елюк ачи валли вырӑн та хатӗрлесе пачӗ — пӗчӗк йывӑҫ кравать.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Икшер ҫын пӗр кравать ҫинче выртаҫҫӗ, хӗрӗх ачана пӗр няня ӑҫтан пӑхса ҫитертӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтпа сиксе тӑма хӑтланнӑ, анчах ӑна кравать ҫумне ҫыхса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Фельдшер парса хӑварнӑ юн юхма чаракан эмел кӗленчи кантӑк янаххи ҫинче ларнӑ, урайӗнче — кравать умӗнче — пӑхӑр таз, тӗпне кӗл сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех