Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килсен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5-мӗш класран малалла вӗренме май пулман хӗр ачан, тем пек пӗлӳ пухас килсен те, ашшӗ чирлесен унӑн шкултан пӑрахма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Пӗррехинче тата, килсен пиллӗкмӗш кунӗнче, пӗчченех ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те ҫийӗнчи кӗпине ҫурса ывӑтрӗ, тепӗр кун уншӑн аслашшӗнчен кунӗпех каҫару ыйтрӗ, кӗпине сурни ҫинчен никама та ан кала тесе тархасларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем кайран тата, Георгий вӗренӳ ҫулне вӗҫлесе килсен, чи телейлӗ кунсем ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Даша магазинран килсен, хӑйӗн пиччӗшӗ, пуҫне хирӗнчӗклӗн туса, урайӗнче выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Каҫхине килсен апат ҫирӗмӗр те тӳрех аслӑк ҫине хӑпарса выртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Мана, ҫак шухӑш пуҫа килсен, сасартӑк питӗ кичем пек пулса кайрӗ, пӗр кӗске самантлӑха тӗнче пуш-пушах та сиввӗн курӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эсӗ, консерваторинче вӗренекен хӗрача, каникула килсен хулари студентсен вечерӗнче концерт патӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Юрату ҫинчен яланах шухӑшлатӑп, ун ҫинчен кашни кунах ӗмӗтленетӗп, анчах хам, ӑна тӗл пулма май килсен, хӑраса ӳкетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах та пӗр-пӗр кӗнеке тухнине вӑл пирӗн районти магазинсене килсен тин пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Анчах хуҫисем ӑна каялла илсе кайма килсен, тӳрех паллама та пултарайман: вӑрӑ пӗтӗм машинӑна урӑх сӑрпа сӑрласа лартнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Мӗнле йывӑрлӑхсем килсен те вӗренме ан пӑрахӑр.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Урха ҫыннисем улӑха ҫулма килсен те вӑл вӗсемпе кӗрешес вырӑнне Чӗкеҫпе йӑпанать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Гитара аса килсен уйрӑмах чун ыратать…

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑна килсен капла выртни аван мар — эпӗ хӑвӑртрах тӑрса кӗпе-шӑлавар тӑхӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑйлӑрах ҫил юхӑмӗ уласа килсен пӳрт ҫине витнӗ тимӗр сӗвӗнсе ывтӑнас пек халтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл сиввӗнрех каларӗ: «Кунта мана Верӑпа Ҫемен кун памаҫҫӗ. Эсир те ҫав шӗвӗрсен сӑмахне ӗненетӗр-и? Эп мӗнле ӗҫленине пӗлес килсен хӑвӑр килсе тӗрӗслӗр», — терӗ те трубкӑна хучӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫӗпӗртен эс пуҫӗпех кунта куҫса килсен тата аванрах пулнӑ пулӗччӗ, ун чухне эпир иксӗмӗр час-часах тӗл пулнӑ пулӑттӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Шурӑ кӗпе тӑхӑнас, хитре прическӑпа макияж тӑвас килсен фотосессие кайӑр пӗрех хутчен.

Если вы хотите белое платье, красивую причёску и макияж, то сходите лучше на фотосессию.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Салтаксем килсен тусан та вӑрман-мӗнре тарса ҫӳреймӗп.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех