Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карта сăмах пирĕн базăра пур.
карта (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карта урлӑ пахчаналла пӑхрӗ те такам пӗшкӗнсе хӑй патнелле ҫывхарнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унччен ҫамрӑксем умӗнче намӑс курнӑскер, Уканӗн хӳресӗр йыттине ертсе килсе, карта умне кӑкарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑхта! — кӑшкӑрчӗ Петӗр, карта урлӑ сиксе, анчах мӗлке таҫта ҫухалчӗ: те вӗлтӗрен ӑшне чӑмрӗ, те чул хӳме урлӑ сиксе каҫма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хыҫалта, вӗрлӗкпе тытнӑ карта леш енче, мунча кӗтессинче Варука такам мӗлки курӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Роза ӗнене паҫӑрах сурӗ, карта хыҫнелле ҫиме кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн Макара пахчасем хыҫӗнчи утӑ купи айне вырттарса, Иван, карта хӗррипе пӗшкӗнкелесе, ял вӗҫӗнчи шурӑ тӑм ҫурт картишне кӗчӗ, кантӑкран асӑрханса шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вар тӑрӑх шӑвӑна-шӑвӑна, пӗр мунча тӗлне ҫитрӗ Эрхип, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса, ял вӗҫӗнчи пӳрт кӗтессине лӑпчӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшӗ мунча хыҫне пытанса юлчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗ, шалча пек тӑсланки, карта хыҫӗпе тӑкӑрлӑкалла йӑпшӑнса тухрӗ те Ҫӗпритунсем патнелле таптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнах та, тепӗр самантран карта алӑкӗн сасси пулчӗ, ҫавӑнтах сысна нӑриклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Карта ӑшӗнче вӗллесемсӗр пуҫне шӗшкӗрен тунӑ пысӑках мар хӳшӗ ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Вӑрманти тискер кайӑксем вӗллесене ан тустарччӑр тесе утар йӗри-тавра ӑвӑс каштасенчен карта тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Карта урлӑ каҫарма вӑйӗ ҫитмерӗ юлташӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Картишпе пахчана уйӑракан карта йӑвана пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тем вӑхӑтран тӗттӗмри карта ҫумӗнчен кушак ҫури уйрӑлчӗ те эпир тӑракан чарӑну еннелле майӗпен нӑйкӑшса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Ун тавралла хитрелетсе каснӑ вӑрӑм мар хӑмасенчен карта тытса ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫемье пуҫӗ кин кӗртсен икӗ уйӑхран, карта юписене хытарма тухсан, пахчарах, хӑйне пулӑшма тухнӑ Хреҫҫи умӗнчех, касса пӑрахнӑ йывӑҫ пек, тӳпех ӳкнӗ, куҫне хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

…Икӗ тӑрӑх йӗплӗ пралук карта.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ сире, каҫармастӑр пулсан, карта ку енчех тӑрӑп, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Ун хӗррине карта тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пӳрте кӗместпӗр, — вӗрлӗк карта урлӑ каҫрӗ Тамара, — пӗве хӗрринче ларӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех