Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашниех капӑртан капӑр тумланнӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӑй кӗрнеклӗ, капӑр.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Капӑр шуртан таврашсем Туйра ытлах чипер-ҫке, Тури халӑх, вирьялсем, Йӑлт тӗлӗнсе кайнӑ-ҫке!
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫан-ҫурӑмсем пит сарлака — Кӗрнеклетсе тӑраҫҫӗ, Ҫийӗ пуҫсем таса, яка — Капӑр тӗслӗ курнаҫҫӗ.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пуринчен те хыт янтраҫҫӗ Шуртан капӑр каччисем.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тӗрлӗ умлӑ шур кӗпи Капӑр курӑнтӑр: Сарӑ хӗрсен кӑмӑлӗпе Пире пӑхӑнтӑр.
Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ӗҫӗсене йӑлана кӗнӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ, пурте питӗ капӑр, пахалӑхлӑ, вӗсем хальхи халӑх ӳнерӗн тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/
Ҫутӑ та капӑр зала пуҫтарӑннӑ халӑха Чӑваш Республикин культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова та саламларӗ, культура ӗҫченӗсене профессие чунпа парӑннӑшӑн, пысӑк ӑсталӑхшӑн тата тапса тӑракан вӑй-халшӑн тав турӗ.
Культура ӗҫченӗн кунӗ тӗлне ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/%d0%ba%d1% ... %83%d1%80/
Тӗттӗм кӑвак костюмлӑ, чӑлт шурӑ кӗпеллӗ, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ Андрей капӑр Верук чунне тыткӑнларӗ пулас, хӗр ун ҫинчен куҫне илме те пӗлмест.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
Хӑйӑр ҫинче хӗртӗнмелли капӑр костюма якатса хутӑм.
Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.
Ҫуллахи пӗр вырсарникун йӑкӑс, капӑр спорт костюмне тӑхӑнса ятулантӑм та, пӳртре ларса те мӑкланасран, те пӑнтӑхасран, те хытса шултӑркасран тенӗ пек, урама тухрӑм.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Аҫтӑрхан каҫӗ калама ҫук капӑр, Аҫтӑрхан каҫӗ кантӑк пек кӑвак.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Арҫын чӗрине элексир сӗрекенни темле майпа тӑван-пӗтенӗнчен ҫӗтсе юлнӑ пӗртен-пӗр ҫамрӑк, капӑр чӑрӑш тата ҫупкаланса ларакан тӗксӗм хӗрлӗ шӑрттанлӑ пилеш (писевленнӗ ҫулҫисем ытларах симӗс шӑнӑрлӑ) ҫеҫ пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ашшӗ-амӑшӗ халь те ӗнтӗ Митюка, салтака кайиччен ҫӳресе юлтӑр тесе, купса ачи пекех капӑр тумлантарчӗҫ, тутлине илсе ҫиме укҫине те шеллемерӗҫ, анчах ҫитӗнсе ҫунатланнӑ йӑвари кайӑк ҫав-ҫавах, хӑйне ҫуратнӑ кайӑксем тӑрантарасса кӗтсе, ҫӑварне карса ҫеҫ ларать.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Ман тарӑхӑва тенӗ пекех, вӗсен капӑр тумланнӑ ывӑл-хӗрӗсем куҫ умӗнчен иртсе ҫӳреҫҫӗ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Вӗсене хирӗҫ темле чаплӑ хуҫа килетчӗ пулас (лаши карин ҫинчи пек капӑр, ҫуни — тимӗр, ун ҫине хаклӑ кавир сарнӑ, ҫуна тӗпне сӑсар ҫӗлӗклӗ, тилӗ тӑлӑплӑ этем упа пек сарӑлса ларнӑ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Капӑр хыҫлӑ ҫуна ҫинчен Пазухин сиксе аннине курсан, вӑл шартлама сивве те пӑхмарӗ, кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара пуҫӑн урама чупса тухрӗ, тусне ыталаса ҫӗклерӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Унӑн тутӑрӗ те, кӗпи те, саппунӗ те капӑр тӗрӗллӗ, арки-ҫанни вӗҫӗсем чӗнтӗрлӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ытарма ҫук капӑр тӗрӗсем!
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӗрӗллӗ умлӑ шур кӗпи Капӑр курӑнтӑр, Сарӑ хӗрсен кӑмӑлӗ Пире пӑхӑнтӑр…
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.