Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капмар сăмах пирĕн базăра пур.
капмар (тĕпĕ: капмар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гусев кактус тӗмӗсен хӳттипе чупать, акӑ харӑсах карапа та, унпа юнашар аппаратӑн тутӑхпа витӗннӗ капмар курупкине те курать.

Гусев побежал под прикрытием кактусов и одновременно увидел и корабль и рядом с ним заржавелый, огромный горб аппарата.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн капмар мӗлки тӗнче масарӗ хушшинче пӗччен ҫапкаланса ҫӳрет.

— Огромная его тень одиноко моталась среди мирового кладбища.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чӗнмест, мӗншӗн тесен терт-хурланӑвӗ ҫав тери капмар.

Молчал, потому что слишком велико было страдание.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ку — эрешменсен ҫав тери капмар кӗпӗрленчӗкӗ.

Это было огромное скопление пауков.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫӗ ҫийӗн капмар чул муклашки ҫӗклерӗ те Гусев — ӑна чи ҫывӑхри галера еннелле вӑркӑнтарчӗ.

Гусев поднял над головой огромный камень и швырнул его в ближайшую из галер.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑй вӑл тӳрем тӑрӑх капмар мӗлкелле кумать.

Сам он огромной тенью мотался по площади.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Капмар ҫав шӑрчӑксенчен пиллӗкӗшӗ кӑна тӳремре ларать.

Лишь пять этих огромных стрекоз лежало на площади.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шыв ҫурнипе йӗркеленнӗ ханкӑрсенчен янтӑланӑ капмар залсене, колоннадӑсене, туннельсене, коридорсене планетӑн шалти ӑшши вӗрипе тивӗҫтерсе тӑнӑ.

Огромные залы, приспособленные из прорытых водою пещер, колоннады, тоннели, коридоры — согревались внутренним жаром планеты.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Капмар сунчӑкӗсене ҫавӑра-ҫавӑра вӗсем ансӑр урамран хӑрушӑ юрӑпа тухса ҫухалчӗҫ.

Крутя огромные зонтики, со страшной песней они скрылись в узких улицах.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пилӗк пин марсиан пӗр карланкӑпа кӑшкӑрать: «Ай-яй!» — тем те пӗр ҫырса тултарнӑ капмар сунчӑкӗсене уҫса хучӗҫ те вилме кайрӗҫ, чарнӑ, авалхи юрра кичем ӳлевпе юрлаҫҫӗ:

Пять тысяч марсиан одною глоткой закричали: — Айяй! — Развернули огромные зонтики с надписями и пошли умирать, запели унылым воем старую, запретную песню:

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Инженерсен Канашӗн ҫурчӗ умӗнче, ҫӑлтӑр ӗренкиллӗ капмар тӳремре, ҫар карапӗсем лараҫҫӗ, салтаксем тӑраҫҫӗ, — концентрат виҫӗ ҫурма ункӑпа.

У дома Совета Инженеров на огромной, звездообразной площади стояли военные корабли и войска, — тремя концентрическими полукругами.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хуҫӑлакан металл кӑчӑртатать, марсиансен кайӑкла сасси чӗвӗл-чӗвӗл, капмар ҫунат сывлӑшалла кӑштах ҫӗкленсе чалӑшрӗ те арканнӑ карап айӗнчен упаленсе тухакансем ҫине шаплатса ӳкрӗ.

Раздался треск ломающегося металла, птичьи крики марсиан, огромное крыло мотнулось по воздуху и пришлёпнуло уползавших из-под обломков.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лосьӑн капмар урисен айӗнчен чул муклашкисем куса-куса ӳкеҫҫӗ, ахратлӑхра ахрӑмланса янӑраҫҫӗ.

Из-под его огромных ног летели камни, отдавались в пропасти эхом.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Умра — ҫав тери капмар ӗҫ.

Предстоит огромная работа.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем ыттисене сехӗрлентерекен ҫав тери капмар вӗҫевҫӗ карапсем тӑваҫҫӗ.

Они построили огромные летающие корабли, наводившие ужас.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем ылтӑнпа капӑрлатнӑ капмар храмсем тума тытӑнаҫҫӗ, вӗсене Хӗвел ятне параҫҫӗ.

Они стали строить огромные, украшенные золотом, храмы и посвящать их солнцу.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫутӑн сарлака кӗлтисем капмар плакатсенчен, унта та кунта ҫырса тухнӑ йӗркесенчен, йӑсӑрланакан нумай тӗслӗ тӗтӗм палкамӗсенчен пыра-пыра «тӑрӑннӑ».

Широкие снопы света упирались в огромные плакаты, в надписи, в клубы курящегося, многоцветного дыма.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗлӗтсем, пӗлӗтсем, — ҫав тери капмар, шап-шурӑ, тата — ҫумӑр, ҫумӑр, шыв юхӑмӗсем.

Облака, облака, огромные, белые, и — дожди, — потоки воды.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ансӑр чӳрече леш енче капмар ҫӑлтӑрсем пӑрла ҫутӑпа ҫунаҫҫӗ, — вӗсен халӗччен курман чертежӗ тӗлӗнмеллерех те тискертерех.

За узким окном горели ледяным светом огромные звёзды, — незнакомый их чертёж был странен и дик.

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫыран кукӑрӑлчӑкӗнче, кӳлле анакан мӑклӑ пусма айккисенче, ҫынсен капмар икӗ статуйи ларать, — ҫыран ӳсен-тӑранпа хупланнӑ, унта та кунта арканнӑ-катӑлнӑ.

В излучине берега, с боков мшистой лестницы, спускающейся в озеро, сидели две огромные, человеческие статуи, потрескавшиеся, поросшие ползучей растительностью.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех