Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫу сăмах пирĕн базăра пур.
калаҫу (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аташса кайрӑм, — лӑпкӑ калаҫу пуҫлама сӑмахсем тупрӗ Ваҫиле.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр каҫхине, каллех иккӗн улахланса ларса, вӗсем хӑйсен ҫурчӗ пирки калаҫу пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑраха тӑсмасӑр шывпа хутӑштарнӑ спиртпа тата тӑварланӑ хӑярпа хӑналаннӑ май калаҫу та сыпӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Арҫынсем ҫар вӗренӗвӗнчен таврӑннӑранпа фермӑра-и, хирте-и, пусӑ патӗнче-и, лавккара-и — пур ҫӗрте те вӑрҫӑ пирки калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗтел хушшинчи ӑшпиллӗ калаҫу хыҫҫӑн библиотека ӗҫченӗ Вера Горбунова ҫӑм ҫипписемпе усӑ курса ҫемье оберегӗ тумалли ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫак кунах Раҫҫейре автотуризма аталантарасси ҫинчен иртнӗ ҫавра сӗтелте ку тӗлӗшпе Чӑваш Республики пилотлӑ регион пулма пултарасси ҫинчен те калаҫу пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Ҫтаппан ҫав калаҫу вӑхӑтӗнче пит пӑхкаларӗ вӗсем ҫине, тем шутларӗ ҫавра куҫӗсене хӗскелесе, ӑна ҫамрӑксем сисмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав калаҫу ҫапла ҫӗр кӑкӑрӗ ҫинче канлӗн кӑна выртнӑ чухнех пуҫланчӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хам патӑмра манӑн ытарайми чечекӗм пурччӗ, пирӗн калаҫу яланах ун сӑмахӗпе пуҫланатчӗ…»

Дома у меня был цветок, моя краса и радость, и он всегда заговаривал первым».

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӗҫ пуҫӑнас умӗн закладкӑ хуни усӑллӑ пулни ҫинчен, вӗсем мӗнле пулса кайни ҫинчен тата интереслӗ фактсем ҫинчен калаҫу ирттернӗ.

Перед началом работы была проведена беседа о пользе закладок, их истории появления и интересные факты.

"Юратнӑ кӗнекесен страницисенче" акци // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... si-3491013

Калаҫу вӑхӑтӗнче, паллах, ҫирӗпленнӗ йӗркене пӑхӑнмалли ҫинчен те каланӑ, ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗн ятне те, шкул ятне те ямӗ тенӗ.

Во время беседы, конечно же, упомянули, что нужно соблюдать установленные правила, что их соблюдение не опозорит честь родителей и школы.

Урпашри шкул ачисене мопедпа ярӑннӑ чухнехи яваплӑх пирки каласа панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36348.html

ТАСС палӑртнӑ тӑрӑх, калаҫу вӗҫленнипе вӗҫленменни ҫинчен ыйтсан, Песков ҫук тесе хуравланӑ.

Как отмечает ТАСС, на вопрос о том, завершились ли переговоры, Песков ответил отрицательно.

Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... nn-3483053

CCTV журналистсем Раҫҫей кортежӗ калаҫу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн мероприяти ирттермелли вырӑнтан тухса кайнине палӑртнӑ.

Журналисты CCTV отметили, что после окончания российский кортеж покинул место проведения мероприятия.

Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... nn-3483053

«Пекинри Халӑх пухӑвӗсен ҫуртӗнче КНР председателӗ Си Цзиньпин Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа калаҫу ирттернӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчери «Пӗр пояс — пӗр ҫул» пӗрлешӗвӗн виҫҫӗмӗш форумне хутшӑннӑ, - тенӗ телеканал.

«Председатель КНР Си Цзиньпин в Доме народных собраний в Пекине провел переговоры с президентом России Владимиром Путиным, который принимал участие в третьем форуме международного сотрудничества «Один пояс — один путь», — проинформировал телеканал.

Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... nn-3483053

Малтан виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсемпе калаҫу ирттернӗ, вӗсем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ, ҫул-йӗр правилисене, светофор сигналӗсен пӗлтерӗшне тишкернӗ.

Вначале с третьеклассники побеседовали, ответили на вопросы викторины, изучили Правила дорожного движения, значение сигналов светофора.

Светофор сигналӗсемпе ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3475793

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта «Кирлӗ калаҫу» вӑхӑтӗнче «Коллективра пӗр-пӗринпе хутшӑнасси» темӑпа урок тулашӗнчи заняти иртнӗ.

В Бижбулякской средней школе №2 утро началось с внеурочного занятия «Разговоры о важном» на тему: «О взаимоотношениях в коллективе».

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта «Коллективра пӗр-пӗринпе хутшӑнасси» темӑпа урок тулашӗнчи заняти иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3473239

Чечек этикечӗ ҫинчен калаҫу интереслӗ те ӑнлануллӑ иртнӗ: кама парнелемелле, мӗнле парнелемелле, хӑшне-пӗрне чечек ҫыххи мӗнле тупмалла.

Интересно и познавательно прошла беседа о цветочном этикете: кому дарить, как дарить, как подобрать букет тому или иному человеку.

Чечексем пирӗн ӗмӗр тӑршшӗпех юнашар пыраҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ra-3466770

— Апла пулсан, — Лукашев ҫак пӗтӗм калаҫу вӑхӑтӗнче ӑна пӗрремӗш хут куҫӗнчен пӑхрӗ, — сирӗн ҫак ӗҫӗн вӗҫне те пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗншӗн-ха эпӗ ҫак калаҫу валли шӑп сире суйласа илтӗм?

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл леш пӳртре иксӗмӗр хушӑра пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен пӗр сӑмахпа та асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех