Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫас (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах паян тем пулчӗ: Ева ун аллине кӗтмен ҫӗртен ӑшшӑн чӑмӑртанӑ хыҫҫӑн, калаҫас та, ташлас та, кулас та килчӗ Павлушӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пачах урӑхла теме те юрать, мӗншӗн тесен — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет Соня! — ҫав тери курса калаҫас килчӗ ялти учительницӑна.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-пӗринпе татах тӗл пулса калаҫас пирки сӑмах татрӗҫ те Воскресенски урам еннелле утрӗҫ ик офицер, вара уйрӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лисукӑн тахҫанах Хусана кайса курас килнӗ, хӑйӗн юлташӗпе Елюкпа курнӑҫса калаҫас килнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Асӑнмаллине тӑвас, кӑлаҫмаллине калаҫас тесех килсеттӗм, кум, — тавӑрчӗ земски управин членӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ардальон Петрович, чӑнах та ӗнтӗ, мӑйӗ ҫинчи «Анна хӗрес» лайӑхрах курӑнтӑр тесе, час-часах хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе калаҫас умӗн хӗрлӗ сухалне ал лаппи хыҫӗпе лӑп виҫӗ хутчен шӑлса илме хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Манӑн ҫакӑн ҫинчен урӑх калаҫас килмест.

Я не хочу больше говорить об этом.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси аппӑшӗн чӑнласах калаҫас килменнин вӑйӑмне асӑрхарӗ те унӑн аллине вӗҫертрӗ.

Джесси заметила ее усилие говорить естественно и отпустила руку сестры.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Апла тӑк малтан апат ҫиетпӗр, — терӗ Джесси, — манӑн та калаҫас килет, анчах манӑн хырӑм выҫӑ.

— Тогда поедим сначала, — сказала Джесси, — мне тоже хочется говорить, но я хочу также есть.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Юлашкинчен — эсӗ мана питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен манӑн калаҫас килет.

Наконец, ты мне просто необходима, так как я хочу говорить.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Манӑн сире курас, сирӗнпе калаҫас килет.

Я хочу вас видеть и говорить с вами.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӗрӗн калаҫас тата пӑхас манерӗнче ӑслӑ ансатлӑхпа черчен тимлӗх пур, ҫакӑ калавӑма вӗҫлеме кансӗрлет; эпӗ манӑн хӑтланусемпе уйрӑм сӑлтавсен ҫыхӑнӑвӗ ҫинчен евитлеме ҫеҫ мар, систерме те май ҫуккине туятӑп.

В ее манере говорить и смотреть была мудрая простота и тонкая внимательность, сделавшие мой рассказ неполным; я чувствовал невозможность не только сказать, но даже намекнуть о связи особых причин с моими поступками.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Каччӑ мана хисеплӗн тӗсет, темиҫе хутчен кӑххӑмлатрӗ, анчах сӑмах тупаймарӗ-ши е калаҫас мар терӗ-ши — ҫавӑнпах чӗмсӗр, самантсерен йӗри-тавра пӑхкалать.

Парень смотрел на меня с приязнью и несколько раз откашлялся, но не находил слов или не считал нужным говорить, а потому молчал, изредка оглядываясь.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах тепӗр чухне… хм… калаҫас килет.

Но иногда… гм… хочется поговорить.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Манӑн унпа тӗл пулса калаҫас килет.

 — Мне хочется поговорить с ним.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кашни сӑмаха уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасӑна кӑларас, васкамасӑр калаҫас манер кӑмӑла каять.

Манера говорить не торопясь, произнося каждое слово отчетливым, хлестким голосом, произвела впечатление.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Манӑн санпа урӑх калаҫас килмест.

— Я не хочу больше говорить с тобой.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Калаҫас килмест.

Говорить не хотелось.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Вӑл калаҫас тет.

— Он хочет говорить.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Манӑн та калаҫас килет.

 — Я тоже хочу поговорить.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех