Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран 87 метр ҫӳллӗшре троссене карӑнтарма тытӑннӑ.

Потом началась работа по натягиванию тросов на высоте 87 метров.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

«Уҫӑ кӑмӑллӑ, питӗ ӑслӑ ҫын», - ҫапла хак пачӗҫ кайран асра юлнӑ тӗл пулу пирки район ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh

Асӑннӑ командӑпа ҫывӑхлантӑмӑр, кайран вӑйӑсем пӗтичченех вӗсем пире хавхалантарса тӑни вӑй пачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Малтанах айккинелле пӑрӑнса утрӗ вӑл, кайран, эпӗ шалти пӳрте кӗрсен, васкасах таклаттарма тытӑнчӗ: «так! так!»

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Кайран, чиркӗве ҫӳременрен, Христос хушнӑ пек пурӑнманран, эпир каллех хамӑр тӗне кӗричченхи пекех суя тӗнлӗ ҫынсем пулса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пушӑ кӗленчене илсе тухса каяс пулсан та Вова пӗлет, кайран Мами тӗпчеме тытӑнатех: «Кте путылки, которые стояли стесь? Кте трехлитровая панка, которая стояла стесь?..»

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Асту, таҫта пит аякка ан кай, чечекӗсене усӑсӑрах ан тат: хӑвӑрт шанаҫҫӗ, кайран вара кӑларса ҫеҫ пӑрахмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Аннесен ялӗнчи Юкур пичче пек, кайран ҫӗлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Йӑвӑҫсем мӗншӗн чечеке лараҫҫӗ те, ҫавӑ чечексенчен кайран ҫимӗҫсем епле тӗвӗленсе ӳсеҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кайран, Мишка, мӗн, сан уттуна ҫимелле-им ман?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кайран, кӗнекене алра тытсах харлаттарма пуҫласан, тӗлӗкре пӗчӗкҫеҫ те курпун урхамаха тытасшӑн асапланса пӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кайран урӑх ҫӗре каса-каса лартма та пулать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗрле пач уйрӑлмасӑр пурӑнаҫҫӗ-пурӑнаҫҫӗ ҫынсем, кайран вӗсене вилмесӗрех вӑхӑт уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӗр улми лартса пӗтернӗ хыҫҫӑн пӳрте кӗнине астӑвать ача, кайран хӑш вӑхӑтра сак ҫине улӑхса выртса ҫывӑрса кайнӑ — пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Исленсе кайнӑ кӗпе ҫил вӗрнипе хӑмпӑланать те кайран ҫурӑм ҫине сиввӗн ҫатах ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ну, кайран калаҫмалӑх хӑварӑпӑр сӑмаха, халь сӳнсе лариччен илсе кайса пар асаннӳсене кӑвар.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ҫи, — тет вӑл пиччӗшне, — кайран, ӳссе ҫитсен, эпӗ сана тата пысӑкрах татӑк тупса парӑп.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Юрӗ, кайран килӗн, — ӑсатать асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шӑллӗне, кайран ашшӗне тӗп тунӑ ҫак этеме тавӑрмалла унӑн.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӗсем лайӑх ҫынсем, анчах вӗсемпе, хӗрарӑмсемпе, чуна уҫса калаҫсан, кайран вара пӗтӗм ял пӗлет.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех