Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркине (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑма ӑс пани те вырӑнлӑ пулассине асӑннӑ Ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Паллӑ, паллах ӗҫ йӗркине Федерацин саккунӗсене пӑхӑнса йӗркелесе пымаллине те асӑрхаттарнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Ӑмӑртун тӗп тӳри Сергей Иовлев хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ.

Главный судья соревнования Сергей Иовлев разъяснил участникам правила игры.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи тӳре-шара шахматпа шашкӑлла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34579.html

Вӑл уйрӑмах кун йӗркине пӑхӑнасси, выльӑхсен ушкӑнӗсене валли апат хатӗрлесси, чирсене вӑхӑтра тупса палӑртса сиплесси, йывӑрлӑхсене парӑнтарасси ҫине тимлеттерет.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Электрохатӗрсемпе тата кӑмакапа усӑ курнӑ чух та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Хӗрпе каччӑ тӑванӗсем сӗтел тавра ларса тухнӑ та халӑх йӗркипе туй йӗркине тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аллисем ҫак халиччен тытса курман ӗҫе хӑнӑхнӑ ӗнтӗ унӑн, шаклаттарать те шаклаттарать, сӑмахсен йӗркине шӑрҫалать.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл санӑн ӗҫлесе е вӗренсе ҫитереймен ӗҫсене кӗтсе тӑмасть, васкать те васкать малалла, хӑйӗн кун йӗркине хӗрхенӳсӗр малалла кустарса пырать.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ те чи малтанах кун йӗркине вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хисепе тивӗҫлисен йӗркине ниепле те тӑраймастӑн эсӗ, Варвари, ҫавӑнпа та тиркеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Право йӗркине сыхлакан тытӑмра уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пӑхса тухакан пая ертсе пыни ӑна лайӑх енчен кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Пурнӑҫ йӗркине улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ.

Оцените свой быт, пришло время его поменять.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав кун Елчӗк шкулӗ ҫумӗнчи стадион-площадка та сывӑ пурнӑҫ йӗркине парӑннисен хаваслӑ сасси-куллипе тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Эсир хамӑр йӑлана, асаттесен ӗмӗртен пынӑ пурнӑҫ йӗркине мӑшкӑл кӳнӗ, — терӗ вӑл…

Вы ударили по обычаю, по вековому укладу предков, да…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун чухне те эсӗ, тӗрӗссипе каласан, конспираци йӗркине пӑсран вӗт.

Тогда ты тоже ведь, по существу, нарушил законы конспирации.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашкинчен Фретич канашлун кун йӗркине ҫырса хунӑ хут листине кӑранташӗпе таккарӗ.

Наконец Фретич, все время озабоченно поглядывавший в окно, постучал карандашом по листу с повесткой дня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Концепци Чӑваш Енӗн ҫывӑх ҫулсенчи тата инҫет пуласлӑхри экономикӑри тата финанс тӗлӗшӗнчи ӗҫ йӗркине палӑртать.

Концепция будет определять экономическую и финансовую повестку Чувашии в ближайшем и отдаленном будущем.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республикӑра пурӑнакан кашни иккӗмӗш ҫын хастарлӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать - 2022 ҫулта вӗсен тӳпи 2019 ҫулхипе танлаштарсан 5 процент таран ӳснӗ.

Каждый второй житель республики ведет активный образ жизни – в 2022 году доля таких граждан по сравнению с 2019 годом увеличилась на 5 процентов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑрӑм е кӗске ҫула тухатӑн - кашнийӗн ҫул-йӗр правилине, административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан кодекса пӑхӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ҫак тӗллевпе пирӗн хаҫат сотрудникӗ РФ ШӖМӗн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн ГИБДД пайӗн начальникӗпе Алексей Мальцевпа (сӑн ӳкерчӗкре) тӗл пулнӑ, службӑн 2022 ҫулхи кӑтартӑвӗсемпе, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех