Шырав
Шырав ĕçĕ:
Завод хуҫипе Тарье инке, тепӗр пӳлӗме тухса, тата тем-тем калаҫрӗҫ.
Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юлашки ҫулсенче завод сулмаклӑ утӑмсемпе аталанса пырать.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
50–60-мӗш ҫулсенче завод шучӗпе уйрӑм пурӑнмалли ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленӗ.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Унпа усӑ курни ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн тӑвассине самай чакарӗ, тырпул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшӗ», - тенӗ Посол Вӑрнарти завод продукцийӗ пирки Угандӑн ял хуҫалӑх министерствине пӗлтерессине палӑртса.
Вӑрнарсем кӑтартуллӑ ӗҫлени килӗшнӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11432-v- ... ni-kil-shn
Чӑваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрӗ Александр Кондратьев сӑмаха малалла тӑснӑ май, калаҫу кунта шӑпах та, тракторсем тӑвакан завод пирки пынине асӑннӑ.
Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma
Колхоз завод мар, япӑх ҫанталӑкра хирти ӗҫе тухмасть.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Завод та лартӗҫ…
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Иртнӗ эрнере, акӑ, завод коллективӗ 250 пин тенкӗ, «Химик» спорт клубӗн ӗҫченӗсем 25 пин тенкӗ, «Химик-Август» футбол клубӗ 36 пин текнӗ пухнӑ.
Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli
Завод директорӗ Владимир Свешников, социаллӑ тивӗҫтерӳсен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Захаров, «Звездопад» АХО-н гендиректорӗ Владимир Яковлев чӑннипех те уҫӑ чӗреллӗ ҫынсем.
Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli
Чулхулари чансем тӑвакан завод пирӗн чирӗк валли ҫӗр ҫирӗм пилӗк пӑт туртакан чан туса хатӗрленӗ, ӑна илме хисеплӗ ҫынсем укҫа панӑ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Завод директорӗн ирӗксӗрех килӗшме тивет.
Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.
Завод ӗҫченӗсем вӗсене тутлӑ ҫимӗҫсемпе сӑйларӗҫ, кучченеҫ те парса ячӗҫ.
Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/
Завод директорӗ Ф.Р.Абитов пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ.
Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/
Ӑна 1970 ҫулсенче сӑра тата тутлӑ шывсем кӑларакан завод территорийӗнчен ӳкерме пултарнӑ.
Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/
Иккӗмӗш сӑнӳкерчӗре Завод урамне, Комсомольскинчен тухса каякан вырӑна куратпӑр.
Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/
«Ӗҫсене пур нормативсене пӑхӑнса завод ӑнӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе пурнӑҫларӑмӑр. Производствӑра кирлӗ пӳлӗмсене те йӑлтах пӑхса хӑварнӑ: сӗт-ҫу цехӗ, хатӗр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечӗ тата ытти пӳлӗмсем. Кунта ӗҫлекен рабочисем валли те условисем хатӗрпе пӗрех. Ҫав шутра хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душ кӗмелли», - ӑнлантарнӑ Сергей Вячеславович.
Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj
«Ӗҫсене пур нормативсене пӑхӑнса завод ӑнӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе пурнӑҫлатпӑр. Производствӑра кирлӗ пур пӳлӗмсене те пӑхса хӑварнӑ: сӗт-ҫу цехӗ, хатӗр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечӗ тата ытти пӳлӗмсем. Кунта ӗҫлекен рабочисем валли те условисем хатӗрлеҫҫӗ: хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душ кӗмелли», - ӑнлантарса панӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Сергей Вячеславович.
Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22
Кӗҫех хамӑр районтах сӗт пуҫтаракан завод уҫӑлмалли пирки калаҫаҫҫӗ, сӗт юр-варне вырӑнтах вырнаҫтарни питӗ аван.
Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc
Палӑк тавра тытнӑ картана вакунсем юсакан завод туса панӑ.
Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/
Кӑмака мӑрйисем завод труби евӗр кӑнтарса тӑраҫҫӗ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.