Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округра ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерес, сывлӑхне ҫирӗплетме майсем туса парас енӗпе мӗнле ӗҫсем палӑртни пирки округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А. Комиссарова каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

«Шӗнерпуҫ, Хуракасси, Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи вулавӑш тата Культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем чӑваш культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ӑстакасси вулавӑш ертӳҫи И.Великанова тӗрлӗ енлӗ йӗркелет ҫак ӗҫе. Халӑхран тухакан йӑла-йӗркесене упраса, юрӑ-кӗвӗсене тӗпчесе анлӑ сарас тӗлӗшпе ӑстакассисем хастар тӑрӑшаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫи Е.Матюшова вулавӑшсемпе Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе йышӑннӑ Хушӑвне тӗпе хурса ӗҫе йӗркелемелли пирки калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Хуракасси шкулӗ агро-технологи профильне пурнӑҫлас енӗпе ресурс центрӗ пулса тӑнӑ, профиль предмечӗсене (биологи, хими, физика) суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara

Кушник ялӗнчи культурганизатор Н.Прокопьева Аслӑ вӑрҫӑра вилнӗ салтаксен палӑкӗ патӗнче территорине тирпейлес енӗпе субботник йӗркеленӗ, ҫулҫӑсемпе типӗ туратсенчен тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Таса урамсенче пурӑнма кӑмӑллӑ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/ta ... urnma-kmll

Пушкӑрт Республикин Медицинӑпа СПА енӗпе ӗҫлекен уҫӑ Чемпионатӗнче пирӗн район чысне Пишпӳлек районӗнчи тӗп больницӑн пӗрремӗш категоринчи медицина сестри, нумай ҫул хушши ӗҫлекен Инна Федотова массаж ӑсти хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ln-3764751

Ситек ялӗнче пурӑнакансем ял варринчи парка хӑтлӑх кӗртес тата тирпейлес енӗпе субботник йӗркелеме йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ситексем ял варринчи паркра субботник тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763447

Министерствӑсемпе федераци службисен тытӑмне ҫырса кӑтартнӑ указ ҫумне хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн федерацин техника тата экспорт тӗрӗслевӗ енӗпе ӗҫлекен служби кӑна юлать.

Куҫарса пулӑш

Путин Раҫҫей правительствин тытӑмне палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3762923

Ку енӗпе Артемий Алексеевпа Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекен Петр Павлов командӑна пулӑшсах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Жюринче чӑн-чӑн профессионалсем - «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗн хореографӗ Алина Афанасьева, Чӑваш енӗн фитнес-аэробика енӗпе пӗрлештернӗ командин тренерӗ, 3-мӗш категориллӗ судья Анастасия Василькина, «Химик» клубӑн тренерӗ Елена Аликова - пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Спорт е халӑх ташши-и, хип-хоп-и - пур енӗпе те ҫамрӑк ӑру маттур.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

«Химик» спорт клубӗнче 100 ача фитнес-аэробикӑра, 280 ача ишес енӗпе ӳт-пӗве пиҫӗхтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Шӑпах та массӑллӑ спорта аталантарас тӗллевпе ҫак кунсенче Энӗшпуҫӗнче пирӗн ентешӗн — Раҫҫей спорт мастерӗн Светлана Владимировна Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетсем ӑмӑртнӑ // Надежда ШИШКИНА. http://gazeta1931.ru/urmary/11948-c-m-l- ... tsem-m-rtn

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе те, хӑвӑрт утассипе те районти тата республикӑри ӑмӑртусенче малти вырӑнсене тухатчӗ. ӳт-пӗвне тӑтӑшах ҫирӗплетсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Ҫавна май ҫар ӗҫ комиссарӗ Владимир Казаков пулас салтаксене ку енӗпе те ҫирӗп пӗлӳ илме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Паянтан эсӗ арӑмун тислӗк енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулатӑн.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫулӑн икӗ енӗпе те чӑтлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тактисчӗ, шултра сӑмахпа перкелешес енӗпе сервис системинче тахҫанах «спорт мастерне» тухнӑскер, шӑт-шат касса татать:

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Министерствӑра ҫеҫ, Левен шӑллӑм, мӗнле-мӗнле кӑна специалистсем ҫук пуль: капстроительство, зряплата уйрӑмӗ, министрӑн культпросвет енӗпе ӗҫлекен ҫынӗ-чинӗ — «Культпросвет» сӑмахра ҫутӑ сӑмах пуррине те чухлаймаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Алексей Терентьев, Кавалти тӗп шкулти директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫи:

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех