Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякра сăмах пирĕн базăра пур.
аякра (тĕпĕ: аякра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чарӑнса, лӑпланса ҫаврӑнса пӑхмалла, Кам юлать, мӗн юлать аякра.

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Аякра юрӑ сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӳтей ялӗ аслӑ ҫулсенчен аякра, вӑрман хӗрринчи улах вырӑна вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑхатпӑр хайхи, — пирӗнтен аякра та мар ҫӑмӑл машина килсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр леререх пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: таҫта аякра, тепӗр пӳлӗмре пулас, каснӑ-лартнӑ хӑй пек хӗр тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов та аякра тӑма пултарайман - вӑл УАЗ валли ятарлӑ экспедици домкратне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Чечекпи ӑна ҫерем ҫинче ҫынсенчен чылай аякра ларакан каччӑ патне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене илме Спаскавпа Ватрас пасарӗсене каяс — ытла аякра, усламҫӑсем сутса ҫӳренине сыхлас — ик-виҫ хут хаклӑрах ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбике — аякра вӑл, ӗмӗтре кӑна, Кӗркке — юнашарах-ҫке.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылай аякра лаша ури тӑкӑртатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай киремет картинчен чылай аякра, вӗтлӗхре, ҫатан урапа патӗнче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аякра та пулса куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп сана таҫта аякра тесе-ха.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пӑлхавҫӑсем таҫта аякра, Хусан леш енче, пулма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аякра хӗн-хур курса ҫӳрет сан ӳтӳнтен пулнӑ тӑван ачу.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗн, камшӑн ҫапӑҫаҫҫӗ вӗсем тӑван кӗтесрен таҫта аякра?

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттеней тӑван килӗнчен аякра та ҫӳресе курнӑ, ҫывӑхра та.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑхра та, аякра та нумай.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир те аякра юлмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех