Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнчен (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн те пулин пуласран хӑраса ӳкнӗ хӗрачасем вара ҫывӑрма выртнӑ чухне утиял айӗнчен урисем тухса ан тӑччӑр тесе питӗ лайӑххӑн витӗнчӗҫ.

Впечатленные девочки на всякий случай сегодня во время сна закутались так, чтобы ноги из-под одеяла не высовывались.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Ҫӗр айӗнчен ӗҫ тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

«Манӑн карьера» лапам вара вӗренекенсемпе шкул ҫунатти айӗнчен вӗҫсе тухакансене пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60699

Вӑл мулкача мӑйӗнчен, пӗҫҫинчен, хырӑмӗ айӗнчен тыткаласа пӑхрӗ, икӗ хӑлхинчен йӑтса, ҫӳлерех ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Унӑн пичӗ ҫинче ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, йӗпеннӗ ҫӳҫӗн пӗр пайӑрки косынка айӗнчен ҫамки ҫинелле шуса аннӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анатра, шыв айӗнчен пекех, тулли уйӑх ҫӗкленетчӗ, ун патӗнчен пуҫласа, Атӑл тӑршшӗпе, пирӗн пата ҫитиех, хӗрлӗ вут юпи тӑсӑлса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑпар ҫӳхе тутӑр ҫыхнӑскер кӑвак пиншак тӑхӑннӑ та, ҫав пиншак айӗнчен чечеклӗ кӗпе арки кӑшт кӑна курӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл пӑртак ҫӳхелнӗ пулин те тутӑр айӗнчен ҫурӑм хыҫнелле вӑрӑм ҫивӗтех усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫамки ҫине тутӑрӗ айӗнчен хӑмӑр ҫӳҫ пайӑркисем усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑна кӗрсен тӑпра айӗнчен чаваланса тухрӑм та — ҫывӑхра нимӗҫле калаҫни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тутӑрӗ айӗнчен кӑн-кӑвак ҫӳҫ пайӑркисем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юр айӗнчен малтан хӗрарӑм йӑраланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗрлет, шавлать, калаҫать, кулать, ахӑлтатать пысӑк зал, ҫамрӑксен сасси урама илтӗнет, кӑнтӑр енчен вӑркӑшса килекен ҫурхи ӑшӑ ҫилпе хутшӑнса вӑл инҫете-инҫете вӗҫет, юр айӗнчен туха пуҫланӑ уй-хир тӑрӑх аякка-аякка ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Чалӑшшӑн лартнӑ карттусӗ айӗнчен кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Салам, Герман! — аллине тӑсрӗ вӑл чӑпар тутӑрӗ айӗнчен ҫамки ҫине усӑннӑ хӑмӑр ҫӳҫ кӑтрашкине тӳрлетнӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ кӑвак ҫӳҫ пайӑркине кӗрхи хӗвел илемлӗн кӗмӗлленӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чӑпар тутӑрӗ айӗнчен сарӑ ҫӳҫ кӑтрашки вӗлтӗртетет, ҫурӑм хыҫӗнче сарӑ хулӑн ҫивӗт явкаланать.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тарҫуна выҫӑ усратӑн! — тетӗп алтарь айӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук, нимле каҫару та пулмасть, — тетӗп эпӗ алтарь айӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех