Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑннӑ (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир шӑв-шавран, вӗткелӳнерен ывӑннӑ.

Вы устали от суеты и шума.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ан пӑшӑрханӑр, эсир иксӗр те ывӑннӑ.

Не переживайте, вы просто оба устали.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ эсир ывӑннӑ, ҫавӑнпа кӑштах тӑхтав тумалла.

Сейчас они вызваны банальной усталостью, поэтому следует взять небольшой тайм-аут.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир ывӑннӑ.

Пожалуй, вы переутомились.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Виҫҫӗмӗш кунне, выҫса ывӑннӑ кашкӑра, шыв хӗрне хӗстерсе пӑр ҫине кӗртсе ячӗҫ те ҫавӑнта тытса вӗлерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑваркуҫ ывӑннӑ пилӗкне сӑтӑркаланӑ чухне Тӑсланкӑпа кӗреҫе сухал тем пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юн юхтарса ывӑннӑ тутар ҫарӗ пӳртсене йышӑнса, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнса канчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ывӑннӑ хыҫҫӑн Эльгеев Шупашкара таврӑнмастчӗ те, юлташӗсемпе пӗрле сайхахсенчех ҫӗр каҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗҫ ӑнсан — юрлас е купӑс калас килет этемӗн, ывӑннӑ хыҫҫӑн канма пулӑшать вӑл ӑна…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӗресӳ пит йывӑр-ҫке, Ахтупай, йӑтса хӑпартма пулӑш-ха, тархасшӑн! — кӑшкӑрчӗ вӑл, ҫав тери ывӑннӑ ҫын пек, пӗр йывӑҫ ҫумне сӗвенсе.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, ывӑннӑ ҫын пек, тунката ҫине вырнаҫса ларчӗ, вӑрманти шӑплӑхран тӗлӗнсе йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен ӗнисене каялла илме ҫук-и тесе килнӗ хӗрарӑмсемпе ачасем мӑрса хапхи умӗнче шуйӑхкаласа тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те йӗрсе тата вӑрҫса ывӑннӑ хыҫҫӑн пӗчӗккӗнех килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс ҫав уйран ҫӳпҫи пирки килмерӗн пулӗ те, Пикментей? — вӑл ывӑннӑ хыҫҫӑн мӗн ҫӑмӑлпа килнине ниепле те чухласа илеймерӗ Укҫук.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан пӳртре хӑна пулнӑ хушӑра вӗсем хӑйсен ывӑннӑ лашисене тӑрантарчӗҫ, хӑйсем те мӗнле килнӗ ҫапла апат тукаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах эп тухаймарӑм-ҫке сан патна, эпӗ кунӗпе ҫӳресе ывӑннӑ хыҫҫӑн тӳрех кӗрсе ҫывӑртӑм-ҫке…

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла кӗрӗр эппин, ывӑннӑ ҫинчен кӑшт савӑнӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрата ашшӗ умӗнче лайӑх мар пек пулчӗ: чӑнах, ывӑннӑ лашана ӑҫта хӑвалать-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑннӑ ҫинчен кӑшт куназ патӗнче кансан ҫылӑх пулас ҫук пире.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ханӑн хӗҫ-пӑшаллӑ эшкерӗ Юмансар ялне сайра хутра ҫеҫ кӗрсе тухать, кӗрсен те ясак пуҫтарма мар, ывӑннӑ утсене кантарма тата типнӗ пыра кӑштах сим пылпа йӗпетме.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ундрицов ӑна кӗтсе ывӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех