Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑнӑхнӑ (тĕпĕ: хӑнӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвана хӑнӑхнӑ пек хӑнӑхрӑм сана ҫак хушӑра.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑрать Парамун хӑнӑхнӑ йӑлипе каҫхи сассене тӑнласа.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хӑнӑхнӑ ӗнтӗ кӑшт-кашт кӑтӑш пулнипе ҫырлахма.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑна, Парамуна, темех кирлӗ мар, вӑл хӑнӑхнӑ, унӑн хырӑмлӑхӗ те кашкӑрӑнни евӗрлех пуль, талӑкне виҫҫӗ ҫисен те пӑсӑлмасть, иккӗ ҫисен те аптрамасть…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анчах арӑслан пек вӑйлӑ, хӑй хӑнӑхнӑ ӗҫӗнче пултаруллӑ ҫын Михха евӗрлӗ чее ултавҫӑсемпе тӳре-шара умӗнче халсӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хресчен ӗҫне мӗн ачаран хӑнӑхнӑ, юратма вӗреннӗ Ҫтаппаншӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫ нимӗнрен паха, таса ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ырлӑхӗнчен ытларах хурлӑхӗ пулнӑ пулин те, пӗр хӑнӑхнӑ йӗрке улшӑнма пултарассине вӗсем ӑса та илмен.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӗпрен илсен, ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ чӑваш ҫӗршывӗнче те ҫак тапхӑрта кивӗ, ӗлӗкрен хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗрки-йӑлисем хӑвӑрт йӑшса пыма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ну, манӑн хӗр ятне ҫыр-ха, Лаврентий Кириллович! — тарҫисемпе калаҫма хӑнӑхнӑ сассипе хушрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑвӑр пӗлетӗр, эпӗ юптарса калаҫма вӗреннӗ ҫын мар, тӳррӗн пуплеме хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир пур ӗҫе те тума хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ ҫине ним шутламан пек пӑхрӗ те тарҫисемпе калаҫма хӑнӑхнӑ сассипе: — Мӗн килӗшмелли пур ман унпала? Эпӗ — хуҫа, вӑл — ҫара ҫерҫи. Паян эпӗ унӑн ҫунатне касса ятӑм ҫеҫ, ыран вӑл та манӑн тарҫӑ пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тирпейлӗ ҫӳреме хӑнӑхнӑ ашшӗ, яланхи пекех, тап-таса.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах кирек мӗнле ӗҫе те тӑвиччен тишкерсе пӑхма хӑнӑхнӑ йӑлипе: — Хушса тӳлемелли мӗн чул пулать вара? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков хӑнӑхнӑ аллипе ҫине те ҫине ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патша ячӗпе хушатӑп! — хӑнӑхнӑ йӑлипе Ҫтаппана ҫапма тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл шӑналӑк ӑшӗнчен тухса ларчӗ те асӑрханма хӑнӑхнӑ йӑлипе: — Айтурах, кам ҫавӑнта? — тесе чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасарлӑ ялсенче ҫӑмӑл ӗҫпе пурӑнма хӑнӑхнӑ ҫынсем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук хӑнӑхнӑ аллисемпе часах икӗ ҫивӗт яврӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ырӑ ҫынпа ырӑ пулма, ырӑ ӗҫе ыррипе тавӑрма хӑнӑхнӑ, — каллех Шаккура куҫӗнчен чӑрр! пӑхрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех