Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑнса кӳтнӗ урине Ҫӑл шывӗпе ҫурӗ вӑл.
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Йывӑҫ айне пулса, урине те амантнӑ вӑл.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Урапа ҫинче чӑтса лараймарӗ ватӑ комбайнер, урине ыраттара-ыраттарах ҫӗре анчӗ, тулӑх уя саламланӑн, пӗчӗк сӑмсаллӑ шурӑ карттусне хыврӗ, ал лаппипе ҫамкине сӑтӑркаларӗ.
I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Вӑрҫӑран хӑрах урине ҫухатса таврӑнчӗ.
I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
— Йӗлтӗрпе ярӑннӑ чух ӑнсӑртран урине амантса, виҫӗ уйӑх шкула пыраймарӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Кӗвве тимлӗн итленӗ пек, Игорь енне пуҫне тайса, вӑл пӗр вӑхӑт хускалмасӑр тӑчӗ, унтан янравлӑн эх! терӗ те урине тӑрст! тапрӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Пирӗн Петӗр сылтӑм урине амантса таврӑнчӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Пуҫне усрӗ те, хӑмӑл ҫийӗн урине йывӑррӑн ҫӗклесе, каялла ҫаврӑнса утрӗ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Унчченхи ҫар опычӗ ҫине таянса, пурнӑҫӑма хамах ҫӑлса хӑварма пултарайрӑм тесен те пулать пулӗ — хамӑрӑн позицие ҫитессишӗн 6 сехет шурӑм, — тет урине снаряд ванчӑкӗсем кӗрсе тулнӑ ҫар ҫынни.
«Дед» Тӑван ҫӗршыв хуралӗнче // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... v-xuralnce
Ҫапах та темрен шикленчӗ курӑнать, ҫӑл пури ҫине кайса ларчӗ, сӑмсипе урине тасатанҫи турӗ, вара кӳршӗсем еннелле вӗҫсе ҫухалчӗ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
— Кушакки чӗвен тӑрса малти урине яра-яра пӑхать.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Унта, этем ҫӳллӗш курӑк хушшинче, малти хӑрах урине ҫӗклесе, хӳрине пӑлтӑртаттарса Тарзан тӑра парать.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Йытӑ, малти хӑрах урине ҫӗклесе, якӑлт сиксе хӑй пит аван пӗлекен ҫӗре — картон ешчӗкелле — чӑмрӗ, ача урисем ҫине лапах кӗрсе ӳкрӗ, тав туса ешчӗк хуҫине питрен япӑлт тутарчӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Кайри урисем ҫине ларчӗ вӑл малтан, унтан хуҫӑк урине, малтине, кӑштах ҫӗклесе Вовӑна куҫ сиктермесӗр тенӗн савӑнса, тулли кӑмӑлпа: «Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳрерӗн ку таранччен?» — тенӗн пӑхма тытӑнчӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Лешсем вара сак айӗпе вӑрттӑн йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ачан ҫара урине сивӗ аллисемпе хыпаласа иртеҫҫӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫавах та аран шутарчӗ урине урай тӑрӑх.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
1943 ҫулта Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫура ҫухатнӑ вӑл хӑрах урине.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кирей пӳрнисем ывӑниччен массаж турӗ Элимен суранланнӑ урине.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Юлашкинчен лешне систермесӗр сасартӑк мӗн вӑй ҫитнӗ таран урине туртрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Вара Элиме урине чӗркуҫҫирен ҫӳлерех супӑньпе те шывпа алӑ лапписемпе сӗрме пуҫларӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.