Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темрен тӗлӗннӗ пек, куҫхаршийӗсем хӑйӗн кӑшт ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ…
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗттӗм подвалта йытӑ темрен хӑтӑлас тесе пӗтӗм вӑйпа туртӑнни илтӗнчӗ.Слышно было, как собака изо всех сил рвалась в темном подвале, силясь от чего-то освободиться.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хӑш-пӗр ҫуртсем пуш-пушах, вӗсенче пӗр сас-чӗвӗ те илтӗнмест, вӗсенче пурнӑҫ пурри пачах палӑрмасть, пурнӑҫ темрен хӑраса, хӑй хыҫҫӑн алӑка хупма мансах, сасартӑк таҫта тухса тарнӑ тейӗн.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл, чӑнахах та йӑнӑшман иккен: юханшыв хӗрринче, инҫетре, чанасен ушкӑнӗ темрен пӑшӑрханса шакӑлтатрӗ.Да, он не ошибся: там, на берегу реки, беспокойно загалдела стая галок.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫакӑн ҫинчен шутласа илнӗ хыҫҫӑн нимӗнле шухӑшпа та тӗксӗмленмен паҫӑрхи савӑк кӑмӑлӑм самантрах пӑсӑлчӗ, хам умра мӗн пуррине йӑлтах, — ҫав шутра унӑн куҫӗсемпе куллине те, — темле тӗтре хупӑрласа илчӗ, эпӗ темрен вӑтанма пуҫларӑм, хӗрелсе кайрӑм, калаҫайми те пултӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал туйӑм мана хӗпӗртеттерчӗ, эпӗ ӑна ҫухатас мар тесе тӑрӑшрӑм, ҫавӑнпа пуҫа килсе кӗрекен мӗнпур шухӑшсене чара-чара лартрӑм тата темрен хӑрасшӑн пултӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫитӗннӗ арҫынпа калаҫма май килсе тухсан, Люба ытла та хӗпӗртет, кирек епле пулсан та гусара качча тухатӑп, тесе калать; Катя вара арҫынсене юратсах каймасть, нихҫан та качча тухмастӑп, тет, тата, хӑйпе арҫын калаҫнӑ чух, темрен хӑранӑ пек улшӑнса каять.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тумӗсене хывнӑ май ҫинҫе сассисемпе харӑслатса калаҫаҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ тата темрен, те хӑйсем ҫакнашкал нумаййӑн пулнинчен, вӗҫӗмсӗр кулаҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ах, апла ан кала, тусӑм, — пӳлчӗ ӑна анне темрен хӑраса ӳкнӗ пек, — ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ ӑна?
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Бранка кӑвак чечекне, кӑпӑшка шӑрка туниллӗ сарӑ чашӑка аллинче епле тытса тӑнине курчӗ Вук, кӑпӑшка тунасем тӑкӑнса, чечекӗн тӗпне сарӑрах тусанпа витсе хураҫҫӗ; Бранка, тунана пӗтӗркелесе, чечеке ватать, ҫавна пула ун пӳрнисем кӑшт сарӑхнӑ, унтан вӑл, темрен кулса, чечеке пӑрахать…
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Темрен хӳтӗленнӗ пек, вӗри шӗвек юшкӑн ӑшне путса пынинчен ҫӑлӑнас тенӗ пек, Павӑл пӗтӗм вӑйран талпӑнчӗ.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах та эпӗ атте-аннесӗр, никамсӑр-мӗнсӗр, пӗр-пӗччен ӑҫта та пулин инҫе-инҫе ҫул ҫӳреме каясси ҫинчен темрен те питех ӗмӗтленеттӗм.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Темрен тем пулса ан тухтӑр.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Темрен те хаклӑ ку маншӑн, — тет вӑл ҫине-ҫинех.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫав тери ҫывӑрас килет пулсан та куҫне хупмасть-ха вӑл: темрен ҫывӑрса юласран хӑрать, ҫывӑрса кайсанах пӗр кӗтмен ҫӗртен темӗнле тӑшманла вӑйсем килсе тухассӑн туйӑнать ӑна.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Анчах та ҫиле хирӗҫ малалла утнӑҫем вӑл инспектора, ҫавӑн мӗскӗн, вӑйсӑр-халсӑр ӳтне-пӗвне, вӑл яланах темрен хӑрама юратнине, вӑл чарусӑрланнисене аса илсе пычӗ, ҫав чарусӑрлӑхра — хӗрарӑм ӑна пӗлсех тӑрать — ҫак этемӗн характерӗ ҫукки курӑнать, Жуковӑн киревсӗр йӑлисене аса илчӗ тата, йӗрӗнчӗклӗн ҫӳҫенсе кайрӗ, ҫапах та унӑн ӑшӗнче темле, халлӗхе уҫҫӑнах палӑрса ҫитеймен татӑклӑ шухӑш ӳссе ҫирӗпленсе пычӗ, ҫав шухӑш ӗнтӗ ӑна ырӑ кӑмӑллӑн та ытарлӑн йӑл култарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑйне итлекенсене тӗттӗм куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса, вӑл ҫарпуҫӗсен ячӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн каласа тухать те, темрен кӳреннӗ пек, тути хӗррисене хӗссе лартать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Темрен тем килсе ан тухтӑр…
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Унтан сарлакарах сӑн-питлӗ, кӗтесленсе тӑракан куҫ харшиллӗ этем темрен кулнӑ пек куҫне хӗстеререх пӑхса ларать.
Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Петербург, темрен шикленнӗ пек, хытса, пытанса ларать.
Чунсӑрлӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.