Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пыратӑп (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӑл каланипе килӗшмерӗм, сирӗнпе пӗрлех пыратӑп, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑҫта каятӑр, эпӗ те пыратӑп, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑҫталла пырса ҫапӑнӑп-ши ӗнтӗ тесе вӗҫсе пыратӑп

Думаю, куда он меня сейчас прилепит?..

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эпӗ хам Интернетпа усӑ курнипе ҫеҫ мар, пӗр ялта пурӑнакансене компьютерпа туслаштарас тӗллевпе «Манӑн компьютер» клуб та ертсе пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

Пырсассӑн та эпӗ санӑн пӗр тенкӗ укҫушӑн мар пыратӑп».

Только ведь я с тобой не из-за твоего рубля пойду.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пыратӑп хайхискер Ишекелле.

А тут еду, значит, в Ишаки.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пыратӑп, Ваҫлей.

— Приду, Васьлей.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ ҫак самантрах пыратӑп, халех…»

Я следом за тобой приду…

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлместӗп-ҫке, таҫта пыратӑп, Мӗнле тухас-ши ман кунтан?»

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Панӑ мана колхоз — ертсе пыратӑп, тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Маларах пӗтерсен, эпӗ пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр чухне ҫав тери ҫывӑх та хаклӑ ҫын нумай вӑхӑт хушши ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн киле пыратӑп тесе ҫырса ярать.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫе тухатӑп — ӑна курас килет, каҫ ҫывӑрма выртатӑп — каллех ҫавӑ, ирхине тӑрсан чӳрече патне пыратӑп та, вӑл иртсе каяссӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла пулсан, пыратӑп, пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем пек турткалансан та, Кӑтра Михала хӗрсенчен вӗҫерӗнеймерӗ, юлашкинчен вара, аптӑранӑ енне, пыратӑп тесе сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитес вӑхӑтрах киле курма пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ унта ҫиччӗ тӗлне пыратӑп

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кашни ялта колхозниксен пухӑвӗнче пулатӑп, комсомолецсен пуххисене ҫӳретӗп, ӑҫта кӑна мӗнле канашлу пулать, унта пур ҫӗре те пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп сан патна вӑрҫӑпа пыратӑп, эс хатӗр пул; эп унта никама систермесӗр, вӑрттӑн пымастӑп.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ыран аҫупа аннӳ патне пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех