Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешсем сăмах пирĕн базăра пур.
Лешсем (тĕпĕ: лешсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна вӗҫне ҫитиех ӗненме лешсем малалла калаҫасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешсем, ҫӗр ҫӑтнӑ пекех, пӗр сассӑр-мӗнсӗр ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешсем старике ҫапса сирпӗтеҫҫӗ те хӑйсем хӗр ҫине хӑпарса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешсем ашшӗ ҫапла кӑтӑрса кайнине халиччен курманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешсем каялла ҫаврӑнса килеҫҫӗ, ял вырӑнӗнче кӗлпе кӑмрӑк купи кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешсем ӑна хӑйсем патне чӗнсе чаплӑ хӑна тӑваҫҫӗ, анчах асӑрхаттараҫҫӗ: «Сабантуйӗнче кӗрешсе паттӑра юлсан, эсӗ халӑх умӗнче пӗр лаша илӗн, анчах тӑван килне, ҫуралнӑ ҫӗршывна ҫитейместӗн. Эпир сана вӗлеретпӗр», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уяв хуҫи кампа кам кӗрешессине халӑха пӗлтерсен, лешсем ункӑ варрине тухаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ҫатӑрласа тытса, кӗрешме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра хуҫа хӑйӗн арӑмӗпе хӗрне чӗнсе илнӗ, лешсем вӑл мӗнле ҫын иккенне лайӑх пӗличчен тӑхтама, ӳкӗтлеме пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешсем вара, таварӗшӗн мар, укҫине тӳлесе татма кӑна тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс пире кӑмака купалама вӗрентнӗччӗ, — аса илтерме тӑрӑшрӗҫ лешсем.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем чарӑнас вырӑнне айван хана юри вӑрҫтарма тапратнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗпе мӑнукне макӑртсах (лешсем турхана пӑлхавҫӑсем ярса тытасран хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗ) вӑл хӑй суйласа илнӗ вун икӗ тӗкӗрҫӗпе ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем пӗр хут тире сӗветчӗҫ, кусем — ик хут тире сӳме шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусана каялла илетпӗр! — кӑшкӑрашрӗҫ лешсем.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем те ӑна ҫавӑншӑнах юп курчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анат ҫармӑссемпе Чулман Атӑл тутарӗсем вырӑс патшипе воеводӑна нимрен ытла ясакшӑн тарӑхнӑ: ырӑ кӑмӑлпа Хусана кайса тупа тунӑ пулсан та лешсем вӗсене нимле ҫӑмӑллӑх та паман, Хусана илнӗ-илмен унти халӑхран хырҫӑ-куланай ыйтма тапратнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку мӑрсасене Сарри пӗлет иккен, лешсем те ӑна пӳрте кӗнӗ-кӗмен палласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа вӑл калаҫӑва пӗрре те хутшӑнмарӗ, анчах та лешсем мӗн кӑшкӑрашнине пӗтӗмпе тенӗ пекех ӑнкарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем ку ахаль ыйту маррине сисрӗҫ, анчах мӑрса воевода ҫуртӗнчен мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа таврӑннине ӑнланса сӑмах тавӑрса калама тӑхтаса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех