Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑҫалхи сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑҫалхи (тĕпĕ: кӑҫалхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫалхи уявра маншӑн савӑнӑҫран ытларах хурлӑх пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑҫалхи кӑтарту та аван пырать, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе илес пулман, чылай пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

2022 ҫулхи регион проекчӗсем пирки сӑмахланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кӑҫалхи кӑтартусем пӗлтӗрхинчен начартарах пулмалла маррине асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Микрофон умӗнче пит-куҫӗнче «ӑвӑс ҫӑвӗ шӑрата-шӑрата», пиҫнӗ-пиҫмен кулӑ «ташлаттара-ташлаттара», ылтӑн шӑлӗсемпе кӑҫалхи юлашки аслати ҫиҫӗмӗ ҫиҫтере-ҫиҫтере, аллисене такама чышкӑласа тӑна кӗртнӗ пек чурӑссӑн, вӑнк-вӑнк ывӑта-ывӑта хӗрсех ҫатӑлтатакана, тӑмплаттаракана тимлесерех пӑхрӑм та — ак тамаша, Алендеев иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен, вӗсем кӑҫалхи парка ӳснӗ ешӗл, черчен курӑка пӗтӗм чун-чӗре хаярлӑхӗпе таптаса чӑшкама, ишме пуҫларӗҫ, яш, ачаш витӗмлӗ хӑва хуллисене авса, хуҫса лапчӑтрӗҫ, сӳсленчӗк мунчалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫакна ӑнкарса Пурис текех унӑн аппаланӑвне сӑнаса тӑрасшӑн пулмарӗ: ал айӗнчи йӑвӑ тӗмӗ айне, ҫумӑр шывӗпе самай лӑймакаланнӑ, кӑҫалхи хӑрӑк ҫулҫӑпа хупланнӑ ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлчӗ те, купарчи ҫине майлашӑнкаласа ларса, хӑйне лӑшах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑҫалхи ҫуркунне васкаса-хыпалансах кӗрлеттерсе ҫитрӗ те апрель уйӑхӗн пуҫламӑш кунӗсенчех тавралӑх ешерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӑҫалхи кӗр типӗ килчӗ, ҫавӑнпа та мӑн ҫул ҫинче те, ялпа яла ҫыхӑнтаракан пӗчӗк сукмаксем те тап-такӑр, пӗр тумхахсӑр.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑҫалхи кӗр уяр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сип-симӗс ешерекен улӑх, ҫепӗҫҫӗн савса пӑхакан хӗвел, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫекен тӗрлӗрен кайӑксем — кусем пурте юратупа ҫыхӑннӑ ӗнтӗ, ҫапах та Ленӑшӑн кӑҫалхи кӗркунне ытти иртсе кайнӑ вӑхӑтсенчен чи илемли, чи ҫывӑххи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫакна тӗпе хурса «Хыпарӑн» кӑҫалхи 26-27-мӗш номерӗсенче «Вулакан страници» кун ҫути курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле Урмаел ялӗнчи 918 ҫуртра 3260 ҫын, Тукай Мишер ялӗнчи 462 килте 1925 ҫын шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Пӗрремӗш тракторсем кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчен ӑна тепӗр хут ӗҫе кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Кӑҫалхи январь уйӑхӗнче чӑваш ӗҫҫыннисем чӑвашсен революци хыпарҫи — Тайӑр Тимкки поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Ларура муниципалитет округӗн мобилизаци хатӗрленӗвӗпе ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Соколова 2022 ҫулта хӑй ертсе пыракан тытӑмри ӗҫ-хӗлпе тата кӑҫалхи тӗллевсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Витӗмлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2%d0%b ... 80%d0%bbe/

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн вара парнене ача ҫуратнӑ ҫуртрах пама тытӑнӗҫ.

А после 1 июня этого года данный подарок начнут выдавать сразу в родильных доме.

Чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34224.html

Ӗҫсене кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ярса памалла.

Работы должны быть доставлены до 1 марта текущего года.

Иван Яковлев ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34190.html

Тӗп ӗҫсене кӑҫалхи IV кварталта вӗҫлеме палӑртнӑ, ҫакӑ Куславккари ӑшӑпа тивӗҫтермелли сетьсен 95 процентне тата Ҫӗмӗрлери ҫавнашкал сетьсен 80 процентне ҫӗнетме май парать.

Завершение основных работ планируется в IV квартале этого года, что позволит обеспечить обновление 95 процентов сетей теплоснабжения в Козловке и 80 процентов в Шумерле.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республика Правительствине ҫавнашкал сӗнӳсене, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума пулӑшмалли майсене пӑхса хӑварса, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта тӑратма ыйтатӑп.

Прошу Правительство республики в течение первого полугодия представить такие предложения, предусмотрев и меры поддержки в строительстве жилья.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех