Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каярахпа сăмах пирĕн базăра пур.
Каярахпа (тĕпĕ: каярахпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярахпа ҫырнӑ асаилӗвӗсенче ҫакна вулама пулать:

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Каярахпа Аркадий Александрович «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Каярахпа Петӗрпе ҫывӑх паллашман пулсан, тен, эпӗ те унӑн «хӗр тути евӗр» бантикне тата хӑйӗн бантик евӗр «кӳпшек тутине» ҫеҫ астуса юлнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Уфари экономикӑпа право техникумӗнче вӗреннӗ, каярахпа аслӑ пӗлӳ илнӗ - Раҫҫей МВД Уфари юридика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Писатель ҫавӑнта хӑй курни-чӑтнине каярахпа «Ункӑран» калавра ӗненмелле ҫырса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Каярахпа - нарциссем, гиацинтсем, тюльпансем.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Каярахпа вӗренекенсем Шуршӑлти космонавтика музейӗнче пулса курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кадетсем – экскурсире // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b5/

Вӑл нумай ҫул, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех, Ульянов ячӗллӗ колхозра, каярахпа «Асаново» кооперативра слесарьте, токарьте, платникре, хуралҫӑра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, каярахпа вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ.

Божью коровку связывали с Великой Богиней, а позже была атрибутом Богоматери.

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3392564

- Чун-чӗрере, паллах, вӗсем хӑйсен малашнехи пурнӑҫне пирӗн республикӑпа ҫыхӑнтарасса шанатпӑр, — каярахпа социаллӑ сетьсенче палӑртнӑ Радий Хабиров.

- Хотя в душе, конечно, очень хотим, чтобы они связали свою дальнейшую жизнь с нашей республикой, - позже в социальных сетях отметил Радий Хабиров.

Радий Хабиров Пушкӑртстанран тухнӑ Раҫҫейри аслӑ шкулсен студенчӗсемпе калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3378875

Вӑл каярахпа, темиҫе эрнерен, пульницӑра вилнӗ.

Позднее, через несколько недель, он скончался в больнице.

Ӳсӗр ҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑшӑн судра явап тытнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35521.html

Каярахпа вара, ҫирӗм ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, вӗренме кӑмӑл тӑвакан мӗн пур граждансене аслӑ шкулсенче пӗлӳ илме питех те паха майсем уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑрҫӑнас мар тесен ҫемье хыснине каярахпа сӳтсе явӑр, ҫула ан тухӑр.

Чтобы избежать ссор, отложите обсуждение семейного бюджета, планирование путешествий.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах каярахпа ыр ҫынсем пулӑшнипе — эрех тем те тӑвать! — такси ҫине лартӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах суд пирки сӑмах каярахпа пулӗ-ха, васкар мар.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Чӑн та, каярахпа эпир, вӑл ҫурта пӑрахса, хула варрине, пилӗк хутлӑ ҫурта куҫрӑмӑр, анчах унта та виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер пулчӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ун ҫинчен каярахпа калӑп-ха.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Каярахпа вӑл чӑнах та ӗне фермине килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Каярахпа вара ӑна хамӑр килте Нӗркеҫре те, Тӗвенешре те курах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Каярахпа, ытти йӗкӗтсем урама тухсан, анне кукка тутӑрӗсене пӑхкаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех