Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫӑва (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗр-пӗр тӑлӑх-турат тупнинчен лайӑххи ҫук, — ҫаврӑнса тата тепре калаҫӑва хутшӑнчӗ Ермолай пуп, унтан йӗнӗ чухнехи пек сӑмсине нӑш-нӑш! тутаркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер калаҫӑва хутшӑнас, мӗншӗн тавлашнине пӗлес тесе пупсен еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калаҫӑва Карлай хутшӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫавӑншӑнах арӑмне килтен хуса кӑларнӑ-и вара? — халиччен ним чӗнмесӗр ларакан Эмир те калаҫӑва хутшӑнмасӑр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калаҫӑва Аҫтӑрхан хутшӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Упӑшкин пулӑшмалла-им вара? — калаҫӑва хутшӑнчӗ Алюнов.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кунтан пилӗк-ултӑ ҫухрӑмра Карпиярви ялӗ пур, унта карелсемпе пӗрле вырӑссем те, украинецсем те пурӑнаҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Паҫук.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Вӑн, тупӑран пени лайӑхах илтӗнет, — хӑлхине чӑнк тӑратса итленӗ хыҫҫӑн калаҫӑва хутшӑнчӗ Санюк та.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Владимир Гладнев калаҫӑва малалла тӑснӑ май, ятарлӑ специалистсем 2022 ҫулта наркӑмӑшпа алхасакансене – 3 пин ытла ҫынна, ӑс-хакӑл тӗнчине ырӑ енне куҫарса пыма витӗм кӳнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Учительница каччӑран «мӗн пулма пултарнӑ вара унта?» — тесе ыйтасшӑнччӗ, анчах Магаев сасартӑках лӑпчӑнса, «тӑм муклашкиленсе», унран куҫне тарӑнах ӳкернине кура, класра чӑрмавлӑ пӑшӑл-пӑшӑл та шӑтӑр-шӑтӑр ҫӗкленесрен шикленсе, калаҫӑва татрӗ те аяккалла пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Калаҫӑва хӗсӗннӗшӗн каҫарӑр та, анчах Сирӗнпе, Кнутов юлташ, татӑклӑнах килӗшме ҫук, — ирӗксӗррӗн куламҫи турӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кнутов ӑшчиккинче хайхи леш хура йытӑ — Дружок «юлташӗ» — тулхӑрса илчӗ тейӗн: шакмакрах куҫӗсем пӑхма хӑрушӑ урмӑшса кайрӗҫ, вӗсенче каллех сивӗ те чӑрсӑр хӗлхем ҫиҫӗмленсе илчӗ, ҫӑра ҫӑмпа витӗннӗ сарлака кӑкӑрне тимӗрҫӗ вӗркӗчи пек талпӑнтара-талпӑнтара, вӑл, кӑтӑрса кайнӑскер, сассине ҫилӗллӗн хӑпартса, калаҫӑва чурӑссӑн туртса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ятне те нумаях пулмасть кӑна пӗлтӗм, — пӗр тӑкӑс калаҫӑва хӑвӑртлатрӗ хӗрарӑм ҫак вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Карчӑк, сапӑрланса, калаҫӑва ҫапла вӗҫлерӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Анне, — хутшӑнчӗ калаҫӑва ывӑлӗ, — ку сана Ленӑран парне…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Кайран мӗн пулчӗ? — калаҫӑва шӑплӑха путма памарӗ пӗр хӗрачан лӑпкӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Калаҫӑва Ула Тимӗр пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, шкул пурнӑҫӗнче вӗсен пӗрле, юнашар е тӗлме-тӗл пулма та тӳр килчӗ, ун пек авӑксенче вӗсем, ҫывӑх, тӗпри калаҫӑва ӑшра тытса, ӳлӗме хӑварса, пӗр-пӗринпе пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ сывлӑхлашкаларӗҫ, чикӗллӗ, сӑпайлӑ шӳтлекелени-кулни те пулчӗ, ытти мӗн калас тени, тӗпри, вӗсен ӑшӗнче ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ачашшӑн, ҫӗрле ӳкнӗ ирхи сывлӑм пӗрчи пек тасан упранса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫар, тек тапратар мар ку калаҫӑва.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫак калаҫӑва пӗр сӑмахсӑр итлесе тӑнӑ Ревлен Петрович сасартӑк Андрей хулпуҫҫинчен пырса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех