Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫма (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара бригадир патне таврӑнса ӗҫ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӳ Хӗветӗр хӑйне пӳлнине юратмасть пулас, тӑсланка кӑнн пӑхса илчӗ те ура ҫине тӑрса калаҫма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юлашкинчен вӑл каллех ишсе тухрӗ те хӑвӑрт-хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле калаҫма та пултараймасть, унран вӑйсӑррӑн йынӑшни ҫеҫ тухать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Никам та пӗлмест, — калаҫма пуҫларӗ халиччен ялан шӑпӑрт ҫӳрекен Ҫумҫакки Манькки.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калаҫма чарӑнчӗ, сывлаймасӑр, типӗ ҫӗр ҫинчи пулӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ манӑн пылакскер, чи-чи-чиперкке, — тытӑнса калаҫма пуҫларӗ кавалер.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ вӑл туй, хӗр тупри пирки калаҫма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кун пирки никампа та калаҫма сӗнместӗп, — вӗрентекен сассине хытарчӗ, анчах та куҫӗсем ун ҫаплах ыррӑн йӑлтӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫар уставне пӑхмасӑр пӗлекен хӗрлӗ ҫӳҫлӗ политрук, ахаль те тытӑнчӑклӑ калаҫаканскер, тата та вӑйлӑрах тытӑнса калаҫма пуҫларӗ, сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кун пирки саспа калаҫма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи ывӑлне авлантарнӑ ятпа хӑй патне пил ыйтма килнине пӗлсен ӑрӑмҫӑсем пӑшӑлтатнине те мансах каять, ултавҫӑ савнийӗпе нихҫан та ним пулман пек калаҫма, шӳтлеме пикенет.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Калаҫма та ҫын чӗлхипех калаҫать хӑй.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Мӗнле хӑятӑн эсӗ ҫапла калаҫма! — хӑмсарать аллипе хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унпа пӗр пулса кайса вӑй илет те акӑ вӑл Ҫӗр-планетӑпа компьютерпа калаҫнӑ пек калаҫма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Аслашшӗ ҫӗрпе калаҫма пултарнинчен пуринчен ытла мӑнукӗ тӗлӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ирӗклӗн калаҫма та пултарайман.

Они не имели права даже говорить свободно на своем родном языке.

Вӑрманлӑ ҫеҫенхирпе хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Радио калаҫма тытӑннӑ.

Заговорило радио.

Игарка — полярти порт // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Иккӗмӗшӗ: хамӑрӑн Аслӑ Турра ӗненме, унпа пурӑнма нимӗнле «посредник» та кирлӗ мар - илемлӗ Ҫуттӗнче ялан пирӗн умра, ялан уҫӑ - кашни самантра эсӗ унпа калаҫма пулатаран.

Куҫарса пулӑш

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

Ытлашши килпетсӗр калаҫма, шутламан утӑмсем тума сӗнмеҫҫӗ.

Не стоит делать резких движение и говорить резких слов.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех