Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дик (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Дик каллех унран йӗрӗннӗн ним те чӗнмерӗ.

Но он опять ответил ему только презрительным молчанием.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд унсӑр та пӗлет: вӑл тӗшмӗртни тӗрӗсех, сутӑнчӑк португал «Пилигрим» ҫинчи компаса юриех ҫӗмӗрнӗ.

Дик Сэнд и без того знал, что догадка его была правильной и что изменник португалец намеренно испортил компас на «Пилигриме».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик хирӗҫ чӗнмерӗ, Негоро малалла калаҫрӗ:

Дик ничего не ответил, и Негоро продолжал:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапӑҫу, вӗҫленмен пулин те, халь урӑхларах пымаллине Дик ӑнланчӗ, ҫавӑнпа Негорӑна, вӑл хуть мӗн каласан та шӑл шурри те кӑтартмасса шутласа, тӳрех куҫран пӑхрӗ.

Дик понял, что хотя борьба не кончена, характер ее меняется, и спокойно посмотрел Негоро прямо в глаза, решив не удостаивать португальца ответом, что бы тот ни говорил.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑйсӑрланнӑскер, вӗренсем ӳте касса кӗнипе тертленсе пӗтнӗскер, Дик Сэнд вилӗме кӗтрӗ — вилӗм мӗнле тискер пулсан та, вӑл ун хыҫҫӑн асапланма пӑрахӗ.

Ослабевший от пережитых страданий, измученный веревками, которые впивались в его тело, Дик Сэнд ждал смерти — какой бы жестокой она ни была, смерть по крайней мере положит конец всем его мучениям.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд, аллисене, урисене ҫыхнӑскер, урайӗнче выртать.

Дик Сэнд лежал на полу, связанный по рукам и ногам.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик ирӗкре пулсан, мӗскӗн хӑравҫӑ Негоро хӑйӗн каварҫи пек пӗтесрен ун патне ҫывхарма та шикленсе тӑрӗччӗ.

Будь Дик на свободе, жалкий трус Негоро побоялся бы подойти к нему, чтобы не подвергнуться участи своего сообщника.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро Дик Сэнда патша вилтӑпри ҫинче чӳк тумалли ҫынсен шутне кӗртрӗ.

Негоро решил включить Дика Сэнда в число людей, которые будут принесены в жертву на могиле короля.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӑна пытарасси тата африканецсен йӑхӗсен унпа ҫыхӑннӑ хӑйне евӗрлӗ йӑлисем Негорӑна Дик Сэнда тавӑрма май параҫҫӗ.

Эти похороны и связанные с ними у африканских племен своеобразные обряды давали Негоро возможность свести счеты с Диком Сэндом.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӑвӑр тӗрмене хупнӑ Дик Сэндӑн унтан вилӗме хирӗҫ ҫеҫ тухмалла ӗнтӗ.

Дик Сэнд, запертый в своей тесной темнице, должен был выйти из нее только навстречу смерти.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗскӗн Дик Сэнд!

Бедный Дик Сэнд!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнда ҫакӑн пек вӗлересси мӗнлерех хӑрушӑ пулсан та, Негорӑна килӗшмерӗ: вӑл ӑна хӑй аллинчен кӑларса ярас тесе шутламанччӗ.

Но как ни ужасна была казнь, придуманная королем для Дика Сэнда, Негоро она не понравилась: в его расчеты не входило выпускать жертву из своих рук.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Кунта Дик мистер ҫук! — терӗ тӳрех Бат, анлӑ площаде тинкерсе тухса.

— Мистера Дика здесь нет! — сразу же сказал Бат, обведя глазами обширную площадь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫут тӗнчерен Дика халӗ хулӑн стенасем уйӑрса тӑраҫҫӗ, анчах Дик куншӑн кулянмасть.

Здесь Дик был отгорожен глухими стенами от всего мира, но он не сожалел об этом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах Дик американеца чикнӗ хыҫҫӑн ҫӑвар та уҫмарӗ.

Но после того как Дик нанес удар американцу, он не удостоил Негоро ни единым словом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗчӗк ушкӑн тинӗс хӗрринчен кайнӑранпа пӗрремӗш хут Дик Сэнд тинех Негорӑна курчӗ.

Наконец-то Дик Сэнд увидел Негоро — впервые с тех пор, как маленький отряд покинул побережье.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алвишпа Коимбра Дик Сэнда халех вӗлерме хушрӗҫ, анчах Негоро вӗсене шӑппӑн: «Кӑштах тӑхтасан та ним те ҫухатмастпӑр», — терӗ.

Алвиш и Коимбра требовали немедленной смерти Дика Сэнда, но Негоро тихо сказал им, что они ничего не потеряют, если подождут немного.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд хусканӑвӗсем куҫ хупса иличчен, пӗр самантра пулса иртрӗҫ, ӑна никам та чарса ӗлкӗреймерӗ.

Движение Дика Сэнда было так стремительно, что никто не успел его остановить.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд Гаррис ҫине сиксе ларчӗ, ун пиҫиххийӗ ҫумӗнчи ҫӗҫҫипе кӑларса илчӗ те ӑна чӗри тӗлӗнчен чикрӗ.

Дик Сэнд бросился на Гарриса, выхватил у него из-за пояса нож и всадил ему в сердце.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик юратнӑ ҫынсем вилнӗ, пурте вилнӗ!

Те, кого Дик любил, умерли!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех