Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкмен (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшки хӑйне: «Ак ҫак Вовӑна та хӑвах пӑхса ӳстер, хырӑмрине те, пулассине, хӑвах ҫитӗнтер!» — тесе хӑварнӑ хыҫҫӑн вӑл пӑшӑрхансах ӳкмен пулас» Вовӑсӑр пуҫне унӑн урӑх ача ҫук, эппин, хырӑм пӑрахнӑ, урӑх арҫынсемпе явӑҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫук, нимле шап-шурӑ ҫеҫке-юрӑ та ӳкмен иккен пуҫӑм ҫине.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Бордюр ҫине ӳкмен те тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫавӑнпа вӑл Алюш чышкисенчен хӑраса ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

— Сехӗрленсех ӳкмен те, анчах иртме те хӗн унран.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗре ӳкмен пулсан вӗсене ҫав самантрах таҫтан вӑрмантанах вӗҫсе килнӗ турат ҫаклатса каятчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫутӑ ӳкмен ланкашкасем курӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫу каҫипе пӗр тумлам ҫумӑр ӳкмен вырӑнсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Встречаются такие места, где за летнее время не выпадает ни капли дождя.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫапах та челюскинецсем хуйхӑрса ӳкмен.

Однако челюскинцы не падают духом.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗршер тупӑ хаяррӑн кӗрлесе, тӗнчене кисретсе тӑнине курман, тӑхлан ҫумӑр айӗнче чупман, алла штык тытса, тӑшман ҫине сиксе ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапах та тӑрӑнса ӳкмен эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле йывӑр вӑхӑтра та ывӑнтӑм темен, ним ӗҫлесен те хуҫӑлса ӳкмен хӗрсем, ҫак хыпара илтсен, сасартӑках хӑйсем чӑн-чӑнах халтан кайнине сиссе, тинех пӗрре канлӗн ларса канма юранине пӗлсе, — лӑштӑрах ҫул хӗррине пӑчӑрӑнса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Юрать-ха, эсӗ каланӑ сӑмахсем пуҫа кӗрсе юлнӑ, пуҫран тухса ӳкмен!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл ӗҫсемпе никам та хуҫӑлса ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Тата апатне халӑхран парасшӑн пулманнипе Михалькки хӑй те кӗтӳ кӗтме кӗрессишӗн ҫунсах ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Лаша пулман, картишне ӗне ури йӗрӗ ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ӑна вӑрӑм кун-ҫулӗнче ҫил-тӑман та лӑсканӑ, ҫумӑр та ислетнӗ, ҫил-тӑвӑл та муталанӑ, аҫа-ҫиҫӗм те ҫунтарнӑ, вӑл пурпӗрех аптраса ӳкмен, хӑнк та сикмен, мӗншӗн тесен кӑпӑшка тӑпран техӗмлӗ те сиплӗ сӗткенне ӗмекен тымарӗсем паркаланса-тачкаланса тарӑнран тарӑна кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑва мӗлкисем ӳкмен тӗлте вутӑн-хӗмӗн тӗлкӗшекен-ирӗлекен юхан шыв ҫинчи пӗве сарлакаланнӑ пек, тарӑнланнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хайхи тачка кӗлеткеллӗ хӗрарӑм аяла погрузчикпа ӗҫлекенсем патне анса хӑпарчӗ те мана вакун вӗҫнелле туртрӗ, ҫутӑ ӳкмен тӗттӗм кӗтесе ҫитсен тутлӑн кӑштӑртатакан тулӑ ҫине хутланса выртрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех