Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлеҫҫӗ (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пыракана кирлӗ кӗнекене тупса панипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, информаци сечӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ, вебсайтсем тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем валли мероприятисем хатӗрлесе ирттереҫҫӗ, округра иртекен уявсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Евгений Афанасьев тракторист, ӗнесемпе пӑрусене пӑхакан Наталия Макарова, Людмила Алексеева, Татьяна Петрова, Лариса Мресова, Ирина Ефимова тата Луиза Казеева, ытарлӑн каласан: «Юрла-юрла ӗҫлеҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Элӗкри тӗп библиотекӑра литературӑна комплектлакан тата йышӑнакан пай заведующийӗнче Татьяна Михайлова тата Чӑваш Сурӑм ял библиотекинче тӗп библиотекарьте Наталия Гаврилова ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Ав пӗр енче савӑнӑҫлӑн юрлаҫҫӗ, урӑх енчи хваттерте пурӑнакансем хурлӑхлӑн йӗреҫҫӗ, ҫӳлтисем — тем ӗҫлеҫҫӗ, аялтисем — чарӑна пӗлмесӗр харкашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ӗҫсӗрлӗхрен ӗҫке ермерӗҫ, хӗрсех ӗҫлеҫҫӗ, хаваслӑ пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӗр хӗрарӑмсем ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, ял хӑрса пырать, пур темиҫе вӑр-вар арҫын, анчах вӗсем вахта мелӗпе пӗр-вӗҫӗм Ҫурҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫамрӑксем ытларах чухне ашшӗ ҫулӗпе кайса ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Ҫемйипе ӗҫлеҫҫӗ Дмитриевсем, хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче пулӑшакансене те чӗнеҫҫӗ, пӗтӗмпе 380 гектар ҫӗр ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Тӗрӗсрех каласан, ашшӗпе Николай Вениаминовичпа пӗрле ӗҫлеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Халӗ вӗсем бордюра демонтажпа установка енӗпе, ҫавӑн пекех пӗчӗк архитектура формисемпе картасем тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туймазӑра нацпроект шайӗнче вокзал умӗнчи площаде активлӑ тирпейлеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... le-3778407

Михайловкӑра пурӑнакансем ҫаплах ӗҫлеҫҫӗ, блиндаж ҫуртисем тӑваҫҫӗ, фронтри боецсене мӗнпур вӑйран пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3770916

Пӗр сӑмахпа каласан, 41-мӗш аптекӑра тӑрӑшакансем округра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес тесе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Коллективра тӗпрен илсен хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

О.И. Васильевӑпа И.А. Козлова вара аптека тытӑмӗнче чылайранпа ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

«Шӗнерпуҫ, Хуракасси, Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи вулавӑш тата Культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем чӑваш культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ӑстакасси вулавӑш ертӳҫи И.Великанова тӗрлӗ енлӗ йӗркелет ҫак ӗҫе. Халӑхран тухакан йӑла-йӗркесене упраса, юрӑ-кӗвӗсене тӗпчесе анлӑ сарас тӗлӗшпе ӑстакассисем хастар тӑрӑшаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

«Ӳсӗм пӑнчи» класӗнче шкул ачисем тӑтӑшах «Робототехника», «Конструировани тата моделировани», «3D моделировани» тата «Шкулти квадрокоптер» программӑсемпе ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑха ӳстереҫҫӗ // Е. ЯСТРЕБОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/20/sllha-stere

Бригада ушкӑнӗнче Людмила Михайлова, Луиза Соколова, Лариса Скворцова, Римма Ефимова, Светлана Дмитриева, Эдик Михайлов чылай ҫул ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Писательсемпе поэтсем хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсенче ӗҫлеҫҫӗ те пурӑнма вара пӗлӗтсем ҫинче пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑччӗ Левен лесник халичченех.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунта темиҫе тӗрлӗ кружок, творчествӑлла пӗрлешӳсем ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Шупашкарти медицина колледжӗнче Раҫҫейшӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрпе те ӗҫлеҫҫӗ — васкавлӑ медпулӑшу водителӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех