Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗнерхи (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне каллех ӗнерхи евӗр калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

— Тавҫӑратӑп, унта эсӗ ӗнерхи, калаҫу хыҫҫӑн кайма шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Чӑкӑчӗ ӗнерхи ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ӗнерхи кун тӗлне илсен кунта апат-ҫимӗҫре усӑ курмалли «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 60 гектар ҫинче лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta

Ӗнерхи кун тӗлне илсен кунта апат-ҫимӗҫре усӑ курмалли «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 60 гектар ҫинче лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%b0cce/

Иртенпех таҫта кайма хатӗрленет анне: икерчӗ пӗҫерчӗ, ӗне сурӗ, ӗнерхи сӗтрен пӗр курка хӑйма пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Ку вӑл ӗнерхи ҫуртах-ха.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Виҫӗм кунхи, ӗнерхи пекех, подъезд алӑкӗ хыҫӗнчен малтан ҫирӗп те вӑрӑм алӑ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Паянхи ҫумӑр вӑл — ӗнерхи пулӑм, ӗнер ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсе хӑпарнӑ пӑс.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗнерхи те, паянхи те, ыранхи те — пуласси — ҫынна ялан шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑхӑт виҫӗ сыпӑклӑ: ӗнерхи, хальхи, ыранхи.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫыншӑн вӑл тус та, тӑшман та; ҫыншӑн вӑл ӗнерхи те, пуласси те; вӑл — иртнӗ кунсен тӗттӗмлӗхӗ, йӑпану, ыранхи ҫутӑ ӗмӗт.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тепӗртакран ӗнерхи витрене кӑвар тултарать асламӑшӗ, вара мӑнукне тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗнерхи турат куҫӗнчен тарланӑ шыв юхса аннӑ пек, пиччӗшӗн икӗ куҫӗнчен харӑсах шултра тумламсем йӑлтӑртатса тухаҫҫӗ те чӗтрекен тута хӗррине ҫитиех ярласа анса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн ҫав ансӑр сукмакпа ӗнерхи вырӑна васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Каллех тӳрӗ сукмакпа утрӗҫ вӗсем, ӗнерхи улӑм капанӗ ҫумӗпе иртсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӗнерхи кун пуҫӗнчен тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хам эпӗ, хӑнӑхнӑ май, ресторана ҫӳретӗп, тепӗр чухне вара кафене каятӑп, ӗнерхи пек.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элиме ун ҫине паян ӗнерхи пек мар, урӑх куҫпа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Арӑмӗ сывлӑх суннӑ ҫын — ӗнерхи Маруҫ — Левене асӑрхасан, ун-кун пӑхкаласа, пуҫне айккинелле пӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех