Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланнине (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене пурне те предметӑн черетлӗ темине ӑнлантарса памалла, мӗнле ӑнланнине ыйтса тӗрӗслесе, паллӑсем лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

Пишпӳлек районӗнчи ватӑ граждансемпе инвалидсене стационарта пулӑшу паракан уйрӑмӗнче кашни 40 ҫын тӑрӑшулӑх, ӑнланнине тата пулӑшу тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Мӑран пулнӑшӑн килӗштермест ӑна Вихтӗр, хуни-тиенине чӑхӑмламасӑр туртнӑшӑн юратать; ялтан тухса кайнӑ чух апла-капла турткаланнӑшӑн килӗштермест те — килелле юрттине чакармасӑр таврӑннӑшӑн юратать; калаҫма ҫук Мишкӑпа — кӑмӑлсӑрланать ача, ҫапах та хӑш-пӗр пулӑмсене выльӑх хӑйӗнчен те ытларах ӑнланнине туять, ҫавӑншӑн юратать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эрик Александрович ачасемпе ҫула тухнӑ чухне спорт шкулӗн администрацийӗ яланах ӑнланнине палӑртать, ҫавӑн пекех Элӗкри райпо председателӗ Юрий Харитонов та ҫамрӑк футболистсене пулӑшма яланах хатӗррине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Аркадий Давыдович, журналпа кӗнекисене хул хушшине хӗстерсе класран тухма тӑнӑскер, Абаев тӗлӗнче чарӑнать те: — Чим, Ваҫук, — тет, — Пушкин сӑввине мӗнле ӑнланнине каласа пар-ха мана.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӗсем халӑх тӗнчене, пурнӑҫа, ӗҫпе кӗрешӗве, малашлӑха, туслӑха, юлташлӑха, хитрепе усала мӗнле ӑнланнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫавӑнпа та вӗсен пӑшӑрханӑвне никамран та лайӑхрах ӑнланнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Амӑшӗ ун, Манюк аппа, пулемет шатӑртаттарнӑ пек хӑвӑрт калаҫать, ӑнланнине ӑнланса юлатӑн, илтменни ҫаплах вӗҫсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурнӑҫа хам мӗнле ӑнланнине ҫеҫ пӗлтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Пантей Арихович, эсир хаҫат ӗҫне тӑрӑшса вӗреннине, тӗрлӗ ыйтупа тӑтӑшах статья-корреспонденци ҫырса тӑнине, партипе правительство политикине тӗрӗс ӑнланнине пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пӗр-пӗрне ӑнланнине, пӗр-пӗрне пулӑшнине кӑтартма вӗреннӗ, мӗншӗн тесен кашни ҫынна хисеплени — ҫирӗп коллектив никӗсӗ.

Учились проявлять взаимопонимание и взаимопомощь, так как уважение к каждому его участнику - основа крепкого коллектива.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта «Коллективра пӗр-пӗринпе хутшӑнасси» темӑпа урок тулашӗнчи заняти иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3473239

Совеҫпе тӗрӗслӗх пирки ху мӗнле ӑнланнине хӳтӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хам мӗн ӑнланнине халех сана ӑнлантарса парӑп.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Заняти вӑхӑтӗнче материала ӑнланнине, вӗренӳ тӗллевӗсене пурнӑҫланине, ҫавӑн пекех практика хӑнӑхӑвӗсене тӗрӗсленине вӗҫӗмсӗр, тӳррӗн тӗрӗслеҫҫӗ.

Во время занятия ведется непрерывный, непрямой контроль за усвоением материала, достижением целей обучения, а также проверкой практических навыков.

Уфари 18-мӗш больницӑра диабетпа чирлисем валли шкул ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3375024

Кунта Бурнаевский, граждан вӑрҫи геройӗ ҫинчен нумай калавсем ҫырнӑскер, хӑйӗн шухӑшӗсене пӗтӗҫтерсе, Чапаевӑн историри вырӑнне мӗнле ӑнланнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ҫапла вара, «Нарспи» поэмӑн содержанийӗ — вӑл чӑваш халӑхӗн, ытти халӑхсен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан ӗмӗт-шухӑшсем, халӑхӑн сывӑ ӑс-пуҫлӑ ҫыннисем ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа, ӗҫпе кӗрешӗве, телей, юрату ыйтӑвӗсене мӗнле ӑнланнине, поэт хӑй ҫав ыйтусене мӗнле ӑнланнине сӑнлӑхсемпе кӑтартса пани пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пуҫне тайса, ӑнланнине пӗлтерчӗ те ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ширумметпа Туймац, ун сӑмахне ӑнланнине пӗлтерсе, пуҫ тайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ ӑнланнине ӗнӗнмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк, ӑнланнине палӑртса, пуҫне сӗлтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех