Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртусене (тĕпĕ: ӑмӑрту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2018 ҫулччен ҫитӗнсе ҫитнисен хушшинче Раҫҫейри шалти ӑмӑртусене ҫеҫ хутшӑннӑ.

На взрослом уровне до 2018 года выступал только на внутренних российских соревнованиях.

Магазеев Павел Михайлович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Тӑтӑшах ӑмӑртура «Улӑп» ФОКри Александр Портновпа Борис Клементьев тренер-преподавательсем ертсе пынипе округри йывӑр атлетсем тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ ӑмӑртусене.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Вӗсем ҫуллахи вӑхӑтра иртекен ӑмӑртусене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Асӑннӑ ӑмӑртусене кӑҫал та хутшӑннӑ Элӗксем.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Вӑй-хал тӗлӗшӗнчен лайӑх аталаннӑ ача тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗрле вӗренекенсем ӑна кӑмӑл ҫирӗплӗхӗшӗн, ӗҫченлӗхпе хастарлӑхшӑн, шанчӑклӑ юлташ пулнӑшӑн хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Ӑмӑртусене мӗн пур хулапа округра йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Студент чухне тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнса сахал мар парне ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Закускине хӑй те ӗлӗк-авал спортсмен пулнӑ иккен — акатуйӗнче кире пуканӗ ҫӗклес енӗпе ирттерекен ӑмӑртусене те хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ҫаплипех хастар вӑл, ҫаплипех ӑмӑртусене хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Ирхи гимнастика хыҫҫӑн ашшӗсем ачисемпе пӗрле кулӑшла ӑмӑртусене хутшӑннӑ.

А после утренней гимнастики Папы со своими детьми принимали участие в забавных соревнованиях!

Пишпӳлекри "Умка" ача садӗнче ачасем ашшӗсемпе пӗрле ирхи зарядка тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... un-3477556

Ӑмӑртусене Петр Георгиевич Николаев тренер ертсе пыракан Пишпӳлек районӗн команди те хутшӑннӑ.

Участие в соревнованиях приняла команда Бижбулякского района, возглавляемая тренером Петром Николаевым.

Петр Николаевӑн воспитанникӗсем лайӑх кӑтартусем кӑтартнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... tn-3454151

Иртнӗ кунсенче эпӗ геохимипе, геологи маршручӗпе ӑмӑртусене хутшӑнтӑм, тест иртрӗм.

В прошедшие дни я участвовала в соревнованиях по геохимии, геологическому маршруту, прошла тестирование.

Полина Бородулина: "Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -p-3447564

Ӑмӑртусене пӗтӗмпе 2 пин ытла спортсмен хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/18/n-sh ... idenchesem

«Ипподром» спорт клубӗ ятӗнчен Ӗпхӳ хулинчи ӑмӑртусене хутшӑннӑ, Ника ятлӑ лаша Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Ӑмӑртусене пӗтӗм республикӑри 22 команда хутшӑннӑ.

В соревнованиях приняло участие 22 команды из всей республики.

Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/sport/2023-09-18 ... nn-3443114

Ачасем унпа пӗрле конкурссене, вӑйӑсене, ӑмӑртусене хутшӑннӑ, тупсӑмсене тавҫӑрса илнӗ, юрӑсем юрланӑ, ташланӑ, шӳт тунӑ, кулнӑ.

Дети вместе с ним участвовали в конкурсах, играх-соревнованиях, разгадывали загадки, пели песни, танцевали,шутили и смеялись.

Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... un-3416379

Хӗлле ӑмӑртусене хутшӑнас килет», — каласа кӑтартнӑ спортсменка Чӑваш Енӗн наци телекуравне.

Зимой я хотела бы выступить на соревнованиях и побегать сезон», — рассказывала спортсменка на национальном телевидении Чувашии.

Татьяна Акимова спорта таврӑнасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35752.html

Пурне те Физкультурник кунӗнче стадионта кӗтетпӗр, ӑмӑртусене хутшӑнма чӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Пирӗн округри спортсменсем республика шайӗнчи ӑмӑртусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Унсӑр пуҫне ачасене хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Данилов тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ Хисеп хучӗсемпе Дипломсене алла илсе тытса пӑхма та кӑсӑк пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех