Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳретпӗр (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑл шывӗ таса та сиплӗ, унтан ӗҫме, апат пӗҫерме шыв илетпӗр, хальхи вӑхӑтра вара ҫӑл патне кӑмӑлласа ҫӳретпӗр тата, ҫаплах, ҫӳлти урамран та ҫынсем килсе, шыв илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ сӑнавӗсем ҫирӗплетнӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -paxalxsem

Вӑрмана уҫӑлма, кӑмпа-ҫырла пуҫтарма ҫӳретпӗр, хамӑрах варалатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана варалар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Эпир юлташла ҫеҫ ҫӳретпӗр вӗт…

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Кам пӗлет, тен, эпир халӗ ун ҫинчех ларатпӑр, ун ҫийӗнчех утса ҫӳретпӗр?

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Юрать-ха, эпир шкула икӗ сменӑпа ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Эпир яланах пӗрле ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Эпир вӑт, ахаль ҫынсем, ытлашши пуссене киле илсе килес тесе, ҫемьесенчен уйрӑлатпӑр та аякра ҫапкаланса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӗркунне те, хӗлле те эпир унпа ҫӳретпӗр, хуҫалӑхра ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкари ял библиотеки "Пирӗн ҫемье юратушки" акцие хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766596

Савӑнса ил хӑть темлерен темле, аттуш тек пуҫа усса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Малтан столовӑйне кӗрӗпӗр, вара кӑштах уҫӑлса ҫӳретпӗр, унтан — Савельич патне, — пӗр шухӑшлӑ пулса килӗшрӗҫ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кунсӑр пуҫне, ытти ҫӗре те тухса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

— Хамӑр пулӑшас чух, хамӑр ыйткалакан пек килӗрен киле кӗрсе ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫынна ӗҫ тупса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир пурте пӗр тӳпе айӗнче пурӑнатпӑр-ҫке, пӗр ҫӗр ҫинче утса ҫӳретпӗр?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӳретпӗр хальлӗхе… ерипен, — нӑшиклетрӗ ватӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпир те Иванов хушаматпа ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӑнкӑр-танкӑрсем пек ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Унсӑрӑн тепӗр чухне тӑрт-тӑрт туса ҫӳретпӗр, пӗр-пӗрне куҫайӗн, чалӑшса пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хушӑран пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳретпӗр, пулӑ пӗҫерсе, кӑмпа ӑшаласа, пӗрне-пӗри сӑйлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӗсем те пӗр-пӗрин патне «хӑнана» ҫӳреҫҫӗ, эпир те ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех