Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнӗлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗнӗлӗх (тĕпĕ: ҫӗнӗлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капла ниҫта та тӗрӗсленмен «ҫӗнӗлӗх ҫине ҫӗнӗлӗх» шухӑшласа кӑларма тытӑнсан, Кронид Евграфович шучӗпе, Андрей Васильевич класӗсенчи ачасем программӑна алла илме кӑна мар, мур пӗлет-и, ӑҫта ҫитсе ҫапӑнма пултараҫҫӗ.

Если так будет продолжаться и дальше, то, по мнению Кронида Евграфовича, дети из классов Андрея Васильевича могут не только не овладеть программой, но и, черт знает до чего дойти.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сухан туса илесси халӗ канашсемшӗн те ҫӗнӗлӗх мар.

Куҫарса пулӑш

Севок сухан лартма тухнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d1%81%d0 ... 85%d0%bda/

Пирӗн округри спортсменсемшӗн пушшех ҫӗнӗлӗх.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Стройпа утасси, ҫун-ҫурӑм тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулни, тӗрлӗ чӑрмавсене парӑнтарасси тата ытти конкурссем вӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх пулчӗҫ пулин те парӑнма шутламарӗҫ ҫамрӑкран та ҫамрӑк армеецсем.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Подполковник каланӑ тӑрӑх, чылай япала уншӑн малтанлӑха ҫӗнӗлӗх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑна каймалли ҫинчен хут килсен Александр Валерьевич ҫак хыпара лӑпкӑн йышӑннӑ: — Паллах, маншӑн ку ҫӗнӗлӗх пулчӗ, ҫапах та унран пӑрӑнса юлас шухӑш пулман.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Гимнази директорӗ Инна Исаева каланӑ тӑрӑх, малтанхи тапхӑрта ҫӗнӗлӗх хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшне тивӗҫтермен.

Куҫарса пулӑш

Хушма специальность пулать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %82%d1%8c/

Нумай ҫӗнӗлӗх ҫинчен пӗлтӗмӗр: «Черный дельфин» тӗрме, «Вилӗ тӑварсем», «Карась кӳлли», «Бермудский треугольник» вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пенсионерсем сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ // Любовь КОНСТАНТИНОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/pe ... ha-irpletr

Асӑннӑ ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи кӗркуннехи призывран пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Республикӑри ФАПсем телемедицинӑпа анлӑ усӑ курни те ҫӗнӗлӗх мар.

Куҫарса пулӑш

Электрон мелпе ҫырӑнаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %d0%b0cce/

Халӗ эсир кирек мӗнле тытӑмра та ҫӗнӗлӗх кӗртессине хирӗҫ.

Настроены весьма консервативно в отношении нововведений в любых сферах.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак вырӑнта, акӑ, редакци секретарӗ палӑртнӑ пек линейка мар, урӑххине лартать, ҫӗнӗлӗх кӗртсе калӑплать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ку мӗнле ҫӗнӗлӗх тата?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Халӗ те тӗнчери чи чаплӑ пианистсем калаҫҫӗ ӑна, кашниех унта хӑйне евӗр ҫӗнӗлӗх тупать.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнӗлӗх яланхи пекех, часах йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗтӗм ҫӗрте — лекцисенче, библиотекӑра, студентсен общежитийӗнче — ҫӗнӗлӗх, ҫӗнӗ пӗлӳ тупрӗ вӑл хӑйшӗн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн кирлине ӑнланса илсен, Зарипов ҫӗнӗлӗх — мангалсенче, мунча кӑмакисенче, каминсенче вут-шанкӑ вырӑнне усӑ куракан йывӑҫ-кӑмрӑк брикетлӑ бокспа паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров "Пушкӑртстан продукчӗ" проект мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3472574

Пилот программине ӗҫе кӗртнӗ май тата тепӗр пысӑк ҫӗнӗлӗх сиксе тухать.

С внедрением пилотной программы появляется еще одно важное новшество.

Пушкӑрт Республикинче 800 ҫын тӳлевсӗр пулӑшу илме пултарать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3422779

Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн председателӗ Геннадий Федоров сӑмаха малалла тӑснӑ май, регионшӑн ҫӳлерех асӑннӑ ҫӗнӗлӗх паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫӑсем пуҫласа ДЭГ мелӗпе сасӑлама пултараҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/25/chav ... -deg-melpe

Ҫавӑнпа та кунта пурӑнакансемпе хӑнасемшӗн ҫак пуҫару ҫӗнӗлӗх шутланать, вӑл кӑмӑла каясса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш тӗнчи» - Мелеузра // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... ra-3389045

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех