Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнтерсе (тĕпĕ: ҫӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллӑ ҫул тӑршшӗ, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, кашни телейлӗ куншӑн савӑнса, пӗр-пӗринпе юнашар утса пыма пултаратпӑр вӗт.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610

Арҫынсем ҫӗнтерсе, ырӑ-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ, — тет те анне йывӑррӑн сывласа ярать.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Гитлера ҫӗнтерсе, чипер ҫаврӑнса килмелле пултӑр, — теҫҫӗ пурте.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Пурне те тӳссе ирттеретпӗр. Ҫӗнтерсе, ырӑ-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ»…

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Чӑтса ирттеретпӗр, тӳсетпӗр. Пӗччен мар, мирпе. Ҫӗнтерсе, вӑрҫӑран ыра-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Ҫӗр ҫул тӑршшӗ пирӗн мӑн асаттесем Тӑван ҫӗршывшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе, ҫар паттӑрлӑхӗсемпе, талантпа тата хавхаланупа аслӑ державӑна тунӑ. Эпир вара ҫак ҫирӗп кӑмӑл-сипет ориентирӗсемпе, патриотизм традицийӗсемпе, Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнипе танлашатпӑр. Вӑхӑтсемпе ӑрусен ҫыхӑнӑвне, хамӑрӑн тымарсемпе ҫӑлкуҫсене парӑнса, эпир палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласса, кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе пырасса шанатӑп», - тенӗ Владимир Путин саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Владимир Путин Радий Хабирова Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3807412

Йывӑрлӑхсене пӗрлехи вӑйпа ҫӗнтерсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Хӑйӗн хӑвачӗпе потанциаллӑ, анчах та пурнӑҫпа тан килмен идеализмпа чирленӗ Америка, Гитлера парӑнтарассишӗн Европӑна хӗрес похочӗпе кайнишӗн, Гитлер ҫӗнтерсе илейменни Европӑна Совет Раҫҫейӗн пусмӑрӗ, ҫаратӑвӗ тата варварстви умӗнче хӳтлӗхсӗр тӑратса хӑварнине ӑнланайманнишӗн, хӗвеланӑҫ цивилизацийӗшӗн ку вилӗмлӗ суран пулассине ӑнланманнишӗн эпӗ ҫав тери пӑшӑрханатӑп.

Я был глубоко обеспокоен тем, что потенциально гигантская по своей мощи Америка, руководимая несведущим и нежизненным идеализмом, могла совершить крестовый поход в Европу ради поражения Гитлера, не понимая того, что поражение Гитлера оставило бы Европу беззащитной перед насилием, грабежом и варварством Советской России, что могло бы нанести смертельную рану западной цивилизации.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Хӑйӗн юратнӑ Силпийӗшӗн йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Меллӗ вырнаҫнӑ вырӑнтан тӑрас килмерӗ вӗсен, ҫавах та хӑйсене ҫӗнтерсе йӑраланса тӑчӗҫ вӗсем, вара вӑй ҫукран сулкаланса аран-аран ҫитрӗҫ киле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Александр КРАСНОВ, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ: «Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пӗтӗм ҫӗршывшӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче кашни ҫыннӑн тата гражданинӑн правипе ирӗклӗхне хисеплеме тата хураллама, Раҫҫей Конституцине пӑхӑнма тата хӳтӗлеме, патшалӑхӑн суверенитечӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, хӑрушсӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне хӳтӗлеме, халӑхшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ. Раҫҫей лидерӗ патшалӑх Президенчӗн должноҫӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май вӑл ҫӗршыва парӑннине хӑйӗн ӗҫӗ урлӑ ҫирӗплетнине палӑртас килет. Путинпа пӗрле пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑл мар тапхӑрсене ҫӗнтерсе аталану еннелле утать, Раҫҫей чӑннипех те вӑйлӑ патшалӑх пулса тӑнӑ».

Куҫарса пулӑш

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m

«Ҫӗнтерсе таврӑнччӑр ҫеҫ!

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл яланах ҫӗнтерсе пынӑ, мӗншӗн тесен ун умӗнче революци ялавӗ вӗлкӗшнӗ, чӗринче революци законӗ пурӑннӑ: пӗтӗм влаҫ — Советсене, халӑха; ҫӗршывӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ӗҫчен халӑха, рабочисене, хресченсене, революци салтакӗсене: ҫын вӑйӗпе пурӑнакансем — тӗп пулччӑр!

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Россия халӑхӗ революци ҫулӑмӗ, граждан вӑрҫи вучӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин хӑрушла ҫил-тӑвӑлӗ витӗр, вӗри тӑхлан ҫумӑрӗсем айӗн ҫӗнтерсе, хурҫӑ пек хӗрсе, тӗрекленсе тухрӗ, вӑл ҫавӑнпа хурҫӑ шӑнӑрлӑ, вӑйлӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫӗршывра социализмла йӗркесене, халӑх кӗрешӳпе ӗҫре ҫӗнтерсе илнӗ чӑн-чӑн демократиллӗ йӗркесене пӑсни урӑхран нихӑҫан та пулмасса эпир шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсемех, фашизм тапӑнса килсен, ашшӗсем ҫӗнтерсе илнӗ ирӗклӗхе сыхлама пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вута кӗреҫҫӗ, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗнчене историре пулман ҫӗнтерӳ кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эпир тискер фашизм чӗртнӗ хӑрушӑ вӑрҫа, пӗтӗм вӑя хурса, вута кӗрсе сӳнтертӗмӗр, вутран-ҫулӑмран ҫӗнтерсе тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Асӑннӑ телейлӗ тапхӑра (эпир вӑл телейлӗ пуласса ӗненсе тӑратпӑр) ура ярса пусиччен халӑхсен нумай йывӑрлӑхсем урлӑ ҫӗнтерсе каҫмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

2010 ҫулта Лай, ДПП-ра тӑратаканскер, Гоминдан партин кандидатне ҫӗнтерсе Тайнань мэрӗ (халӑх йышӗ 1,9 млн ҫын) пулса тӑнӑ.

В 2010 году Лай, представлявший ДПП, победил кандидата от партии Гоминдан и стал мэром Тайнаня (население 1,9 млн чел).

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

— Тӑшмана ҫӗнтерсе сывӑ таврӑнӑр!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех