Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхрӗ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сынок, Сынок», — текелесе пуҫӗнчен шӑлса ачашларӗ, ҫӑкӑр таткине пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн чӗпӗтсе хыптарчӗ, мӑйне кантрапа ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Илюк тихана мӑйӗнчен кӗске кантрапа ҫыхрӗ те «Сынок», «Сынок» текелесе улӑхалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Козырев-и? — Володя, кӗнекисене каялла хурса, кутамккине туртса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пухусенче те тухса калать, тӗрлӗ кабинетсене кӗрсе, тӳррӗн сӑмахлама та вӑтанмасть, — хӗрарӑм, сумкине ҫӗре лартса, пуҫӗ ҫинчи пушаннӑ тутрине юсаса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Унтан саланнӑ вӑрӑм ҫивӗтне ӗнси ҫине пуҫтарса тирпейлерӗ, салтса хунӑ шурӑ тутрине ҫыхрӗ, саппунне тӳрлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Анне пит-куҫне васкаса шӑлса илчӗ, шурӑ тутӑрне юсаса ҫыхрӗ, пӗр аллине катӑк авӑрлӑ тӑм кӑкшӑма хӑй ҫумне ҫупӑрларӗ, теприпе стакан тытса, манпа пӗрлех урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл кӗпине туртса тирпейлерӗ, саппунне. ҫыхрӗ, тутӑрне юсарӗ те каҫалӑк енне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Анне ӗнси ҫине анса ларнӑ тутӑрне тӳрлетсе ҫыхрӗ те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Салтак арӑмӗ пулсан, хӑйӗн йывӑр шӑпи мана пырса тивесрен шикленет пулас, — Верук ӗнси ҫине шуса аннӑ тутӑрне юсаса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ура ҫине тӑрса, вӑл ҫинҫе пилӗкне шерепеллӗ пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, шурӑ тутӑрне пуҫӗ ҫине уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ваннӑйӗнчен халат пиҫиххине илсе килсе чӗркесе тӗплӗн ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл аллипе сулчӗ, шурӑ тутӑр ҫыхрӗ, шӑппӑн тула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Килти ӗҫе пӗтерсен, ӑшӑ сӗтпе ҫӗрулми ҫикелерӗ те, ҫине кӗрӗк тӑхӑнса, пуҫне хулӑн тутӑр ҫыхрӗ, Ҫимун тӗпленӗ ҫӑматӑпа йӗтем ҫине тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑрмантарас теменччӗ те, пӗр килнӗ-килнӗ, ларасах эппин, — килӗнче темле пысӑк ӗҫ юлнӑ пек, ӑна хистесех тытса чарнӑ пек калаҫкаласа, хулӑн тутӑрне салтса сак ҫине пӑрахрӗ Укань, кӗрӗк тӳмисене вӗҫертрӗ, пушаннӑ чӗрҫитти кантрине туртарах ҫыхрӗ те, сивӗ ҫапса тӑракан пӑрланнӑ чӳречерен пӑрӑнса, сӗтел хушшинех кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Судран таврӑнсанах калпакӗпе кӗпине (ҫурхах ҫурхахах ӗнтӗ!), хутпа чӗркенӗскерсене, кӗсйинчен кӑларса, таса тутӑрпа ҫыхрӗ те турӑш хыҫне пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сержант хӑех пӗҫҫине суранран ҫӳлерех пӑркӑчласа ҫыхрӗ, хулӑнрах патакпа туяланса, уксахла-уксахла малалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь, ҫакна аса илсен, Ваҫли икӗ аршӑн сатин, кӑнахвет, премӗк, булка, кӑлпасси, пулштух эрех илсе, пурне те пӗр хутпа чӗркесе ҫыхрӗ те кӗтме калаҫса татӑлнӑ вырӑна пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пӗр булка, премӗк, кӑнахвет, мӑйӑр кӑларса пӗр ҫӗре ҫыхрӗ те кумӑшне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрлӗ питлӗ панулмисене пуҫтарса пӗтерсен салтак кутамккине вӑл хӑй пӗлнӗ пек пураласа ҫыхрӗ, хӑвӑрттӑн ҫурӑм хыҫне ҫакма пикенчӗ, анчах пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Михаҫ вӗренӗн пӗр вӗҫне машинӑран ҫыхрӗ, теприне, ҫынсене тыттарса, вӑл сасӑ парсан, харӑссӑн туртма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех