Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ваҫиле юратакан каччӑпа ҫакӑн пек ҫывӑххӑн, юнашар ларнине хӑй те ӗненмерӗ, унчченхи пек хӑранине те, намӑсланнине те туймарӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тем пек ҫывӑххӑн ыталасан та.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пӗлессе пӗлетӗп те, анчах хире-хирӗҫ тӑрса калаҫман, ҫывӑххӑн паллашман.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
…Ҫавӑн чухне Радик гаражра пӗр сехет ытла ҫӳрерӗ, механикпе ҫывӑххӑн паллашса ҫитрӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
«Ку хӗре тӳрех киле илсе кайсан та юрать», — тесе шухӑшланӑ май унпа ҫывӑххӑн паллашма питех васкамарӑм.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ҫак илемлӗ те тирпейлӗ тӑхӑнса ҫӳрекен хӗре малтан та курнӑ Сима, анчах ҫывӑххӑн калаҫма тӳр килменччӗ-ха.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Тен, малтан ӑна пӗлменрен, унпа ҫывӑххӑн пулманран тӳрккес пек туйӑнатчӗ-ши вӑл?
10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑл вӑрмантан вӗҫсе килнӗ пулас, куккуклатни ытла та ҫывӑххӑн илтӗнет.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ку ҫеҫ те мар, ҫак самантра хӑйсем иртсе пыракан кукӑр та ҫӳп-ҫаплӑ урамсем, ҫав урамсем тӑрӑх пурнӑҫри йывӑр пусмӑр хӗснипе вӑхӑтсӑр кукӑрӑлнӑ, халӗ ҫӑкӑр татӑкӗ шыраса утакан ҫынсем — пурте йӑлтах ҫӗнӗлле те ҫывӑххӑн туйӑнчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫак чапа тухнӑ колхоз председателӗ ҫинчен эпӗ нумай илтнӗ, хаҫатсенче те час-часах ун статйисене е ун ҫинчен ҫырнисене вуланӑ, анчах хӑйпе халӗ пӗрремӗш хут ҫывӑххӑн курса калаҫатӑп.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Цехри ҫынсене вӑл йывӑррӑн хӑнӑхса пычӗ, нумайӑшӗнчен ютшӑнчӗ; рабочисем ӑна сивӗ кӑмӑллӑ, чӗмсӗр ҫынсем пек туйӑнчӗҫ, ҫавӑнпа вӑл уйӑх ӗҫлесе те никампа ҫывӑххӑн туслашмарӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Паян темле нихҫанхинчен те ҫывӑххӑн туйӑнчӗ вӑл ӑна.
Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эпӗ унпа мӗнпурӗ те темиҫе хут ҫеҫ ҫывӑххӑн курса калаҫнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ворошиловӑн вичкӗн сасси ҫӑттӑн та ҫывӑххӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ ҫарҫыннисен ушкӑнӗ ҫийӗпе янтӑраса каять.Резкий голос Ворошилова разносился по тесно и близко придвинувшейся толпе бойцов:
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫук, ӗҫ кунта Ленин ҫынсен чунӗсене этемле ҫывӑххӑн та тарӑннӑн туйса ӑнланнинче, ҫав сисӗмлӗх хӑш лару-тӑрура палӑрнинче кӑна мар; чи кирли кунта — Ленин событисем пурпӗрех Алексейшӗн ӑнланмалла, тем тесен те вӑл хӑйӗн йӑнӑшне тавҫӑрса илмелле ҫулпа аталанассине пӗтӗм чун хавалӗпе шанса тӑнинче пулчӗ.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Юлашки вӑхӑтра Ленька Иван Костинпа питӗ ҫывӑххӑн туслашса кайрӗ.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тен, Витя хулпуҫҫийӗ ун енне ҫывӑххӑн туртӑнмасса ӑнланать пулӗ вӗл, анчах кун пирки те ҫаплах тесе шухӑшлас килмест унӑн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хаваслӑхпа пӗрлешнӗ ачасем, пӗлӗтрен кайӑксем калла таврӑнасса ним сас-чӗвсӗр тимлӗн кӗтсе, пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса тӑнӑ, — кӑвакарчӑнсем евӗрех, ҫӗртен, пурнӑҫ варкӑшӑвӗнчен аякка вӗҫсе ӳкнӗ вӗсем: кун пек сехетре вӗсем ахаль ача-пӑча ҫеҫ пулнӑ, — пӗр-пӗрне кӗвӗҫесси те, ҫилленесси те асра пулман вӗсен; тӗрле пур-ҫукран ютшӑнса кайса, вӗсем пӗр-пӗрне ҫывӑххӑн тӑнӑ, куҫран куҫа пӑхса илнипех пӗр-пӗрин туйӑмне ӑнланнӑ, — аван пулнӑ вӗсене, ҫав пӗлӗтри кайӑксене пекех.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Питӗнче савнӑ этеммине ҫывӑххӑн курнипе кӑнӑҫланни те, савнӑ этемми хӗр шухӑш-кӑмӑлне ӑнланаймасӑр пуплешнӗн кулянни те, тен, чӑн та, Матвие вӑхӑтӗнче татӑклӑн шантарманшӑн пӑшӑрханни те, савнӑ этемми сӑпайлӑ мӑшӑр тупнишӗн савӑкланни те пурте, пурте пӗр харӑс хурлӑн-именчеклӗн тӗтреленсе палӑрчӗ унта.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах ӑспа пӗлни вӑл — хӑйне уйрӑм япала, вӑл ҫапах та хӑйне евӗр «географилле ӑнлану» кӑна-ха, ху куҫупа курни, ҫывӑххӑн паллашни вара — йӑлтах урӑхла.
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.