Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутатма (тĕпĕ: ҫутат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1980-мӗш ҫулсенчен пуҫласа, кӗперӗн архитектура уйрӑмлӑхӗсене малти вырӑна кӑларас тесе, ӑна ҫӗрле ҫутӑпа ҫутатма пуҫланӑ.

С 1980-х годов мост начали подсвечивать ночью, чтобы выдвинуть на первый план его архитектурные особенности.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Вара пире тӗлӗнсе каймалли хыпар пӗлтерчӗ: Шӑмӑрша Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин килетиккен, унӑн ӗҫне хаҫатра тӗплӗн ҫутатма ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh

Хӗр упраҫ эрешӗ-тӗрри ҫине пӑхсан ҫуллахи ӑшӑ хӗвел пуҫ тӳпинчех ҫутатма тытӑннӑн, ытарма ҫук улӑх-ҫаран ҫумрах ешернӗн туйӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫынсен шучӗпе, ҫӗр ҫинче шӑпасем пӗр тӗвве пӗрлешсен тӳпере тепӗр ҫӑлтӑр ҫутатма пуҫлать иккен.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Эпир темӑна этнологи, истори, археологи тӗлӗшӗнчен пӗрлӗхлӗ ҫутатма тӑрӑшрӑмӑр, ӳнер пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсене тата маларах кӑлартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ку ача ӑна тӗнчен тӗттӗм кӗтессине ҫутатма шӑтса ӳснӗ чечек пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нимӗн те тупаймарӑм, пӑнчӑ та ҫутатма пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫӗрле тӳпе тасалчӗ, пӗлӗт кӑвак шӑналӑкпа витӗнчӗ: ҫӑлтӑрсем ӑмӑртса ташлаҫҫӗ, уйӑха ҫӗр питне ҫутатма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫав ҫулӑма ҫынсем ҫӑлтӑрсем патнелле каймалли ҫула ҫутатма чӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ячӗ пит ҫутӑ пулсан, кирлех-ши ӑна тӑрӑшсах ҫутатма?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тавра пӗлӳҫӗсем кашни ӗҫе тӗплӗ ҫутатма ӑнтӑлса вулавӑшри, архиври документсемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Вӗсенчен нихӑшӗ те хунарӗсене ҫутатман, ҫутатма мар, кунта шӑрпӑк чӗртме те юрамасть, чикаркка та шинель ҫаппине пытарса туртатпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Умри пурнӑҫ ҫӑлтӑрӗ татах та илемлӗрех ялтӑртатма, чӗремре пытанса пурӑнакан хаклӑ сукмака ҫуттӑнрах ҫутатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Унӑн катари-катари ҫути иккӗшне те пурӑнма, вӗренме, ҫитӗннисен пурнӑҫнелле ҫирӗппӗн утӑмласа талпӑнма йыхӑрса куллен-кун, пӗр татӑлмасӑр ҫутатма пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пек чухне Горовиц алла кӑранташ тытать те, хут ҫине йӗрлесе, хӑйӗн шухӑшне ӑнлантарма пуҫлать: «Классене ҫутатма ҫавӑн чухлӗ киловатт кирлӗ, дормиторсене — ҫавӑн чухлӗ… Эх, ҫапах та пирӗн ӗмӗре электричество ӗмӗрӗ тесе калама хӑяҫҫӗ тата!» — тарӑннӑн сывласа сӑмахне вӗҫлет вара вӑл; унтан каллех Горовиц пурин ҫинчен те манса хӑйӗн ӗҫне тума тытӑнать.

И с карандашом в руке, черным по белому, Горовиц доказывал: «Свет в классах — столько-то киловатт, в дормиторах — столько-то… Эх, а еще наш век называется веком электричества!» — вздыхая, заключал он и углублялся в свою работу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӳрече витӗр сӑрхӑнса кӗнӗ уйӑх ҫути дормитора темле шупкарах кӑвак тӗспе ҫутатма пуҫларӗ.

Рассеченный оконным переплетом столб лунного света, ломаясь о ярусы нар, падал в дормитор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Чӑваш ялӗсене кайӑр та чи тӗттӗм кӗтессене ҫутатма тӑрӑшӑр, хӑвӑрӑн тӑванӑрсене ҫутта кӑларассишӗн пӗтӗм чун хавалӗпе тӑрӑр», — тетчӗ чӑваш культурин патриархӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӗрлӗ кӑсӑклӑ информаци тупма, пурнӑҫ чӑнлӑхне витӗр курма, пулни-иртнине тӗрӗс ҫутатма пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Сана ҫумӑр кирлӗ — тин лартнӑ купӑстана шӑвармалла — унран ҫумӑр ыйтатӑн; сана пӗтӗм яла пӗлӗт таран ҫутатма ҫутӑ кирлӗ — ӑна ҫеҫ заявка паратӑн.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗрлехи вӑхӑтра башньӑна ҫутатма усӑ куракан энерги ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле тӑкакран 4% ҫеҫ йышӑнать.

По его словам, на подсветку башни в ночное время приходится 4% годового потребления энергии этим памятником.

Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32878.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех