Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнпур лаптӑкӗн йывӑрӑш центрӗ ӑҫта та пулин СD медиана ҫинче пулмалла, мӗншӗн тесен СD медиана вӑл треугольникӑн АВ енӗпе параллельлӗ тӳрӗ татӑксене ҫурмаран тата-тата каять.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫурмаран хуҫса пӑхрӑм — пӑсӑлма пуҫланӑ.
«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Вара Степа витререн вӗри ҫӗрулми илчӗ те ӑна ҫурмаран уйӑрчӗ, никам асӑрхамасла Костя патнелле утрӗ.
«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Пурӑна киле, тата темиҫе ҫултан, арӑмӑн турти, ҫурмаран пуртӑпа лачлаттарса татнӑн, кӗскелчӗ кайрӗ:
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Космоса пӗрремӗш ҫын вӗҫсе кайнӑ кун Егор Петрович хӑйӗн вырӑнӗ ҫумӗнчех чалӑшшӑн тӑракан туйине ҫурмаран хуҫса кӑмака умнелле пенӗ те чӗлӗм тивертсе янӑ, вара тайкалана-тайкалана урама тухнӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫавра ҫил пек ҫаврӑнса, Ҫӗмӗртсене ҫӗмӗрсе, Сикрӗ-тухрӗ ҫырмаран, Пӗкке хуҫрӗ ҫурмаран…
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Халӗ хама хуть ҫурмаран касса пӑрахчӑр, эп вӗсенчен юлмастӑпах.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Вӑл, кӑкӑрне тытса, кӗпине ҫурмаран чарр ҫурса антарчӗ:
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хайль Гитлер! — тесе аллине малалла тӑсрӗ те, паттӑр салтак ик енчен автоматпа пенипе ҫурмаран татӑлнӑ пек тӗшӗрӗлсе анчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсен хушшинчи туслӑх, мӗн пуррине ҫурмаран тума хатӗрри Ҫтаппана килӗшрӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кинӗ ырӑ пулни, юлашки татӑка ҫурмаран туса ҫиме хатӗрри Ҫтаппан кӑмӑлне пушшех хавшатрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Поселока ҫурмаран уйӑракан аслӑ ҫул пушах-ха.
59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тамара аллинчи хут таткине ҫурмаран чӗрсе шыва пӑрахрӗ те: — Пӗтрӗ, — терӗ тути хӗррине ҫыртса.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Паркӑн анӑҫ енче Килӗшӳ тӳремӗ ҫук-ха, Ленотр унта таҫта ҫити тӑсӑлакан (Шайо сӑрчӗ таранах) аллея тӑвать, вӑл парк ҫумӗнчи уя — каярахпа ҫак аллея Елисей уйӗ пулса тӑрать — ҫурмаран пайлать.
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Тепле ҫурмаран татӑлса каймасть вӑл.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
«Ҫук, пирӗн кунта ҫурмаран ҫурӑлсан та сӗт тухӑҫлӑхне йӗркеллӗ ӳстерме пулмасть.
III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӗнекине те шӑп ҫурмаран татаҫҫӗ.
Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.
Тепӗр самантран ҫурмаран хуҫӑлнӑ хӑмапа пӗрле тарӑн юр ӑшне месерле кӗрсе ӳкрӗ Кирилл.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Пӗр-пӗринпе килӗштереймен тӑвансем, пиччӗшпе шӑллӗ, пурлӑх пайланӑ чух шыв валашкине ҫурмаран татни ҫинчен калакан юмах пур-ха.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Виҫӗ ҫӗрулмине ҫурмаран ларт-ларт касрӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.