Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнче (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пӗрремӗш сменӑпа июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10 шкул ҫумӗнче ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерсем ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Каникул кунӗсем ачасене хаваслӑх кӳччӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d0%ba%d0%b ... %b3%d1%87/

Ачасен творчество ҫуртӗнче, культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ кружоксене ҫӳрекен ачасем сцена ҫинче хӑйсен ӑсталӑхӗсене кӑтартрӗҫ: юрларӗҫ, ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем выляса-кулса, юрласа-ташласа савӑнчӗҫ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-savancc

Ачасен творчествин ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ картинг кружокне ҫӳрекен ачасем хушшинче ӑмӑртусем иртрӗҫ Мероприятие Ҫемье ҫулталӑкӗн тата Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунӑн шайӗнче йӗркеленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫсе пырап... картингра // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -kartingra

Ҫуллахи каникул кунӗсенче ачасем пушӑ вӑхӑтӑн ытларах пайне уҫӑ сывлӑшра, активлӑ вӑйӑсенче ирттереҫҫӗ, час-часах хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекеҫҫӗ: автомобиль ҫулӗсем ҫумӗнче выляҫҫӗ, велотранспортпа автомобиль умӗнче пыраҫҫӗ, унран иртсе кайма тӑрӑшаҫҫӗ, авари пулмалли хӑрушӑ лару-тӑру кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

Виталий Ефимов Ехремкасси ял библиотеки ҫумӗнче йӗркеленӗ «Шах тата мат» клуба виҫҫӗмӗш ҫул ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Ку Ехремкасси ял библиотеки ҫумӗнче йӗркеленӗ «Шах и мат» клуб ертӳҫи Виталий Ефимов пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Совет салтакӗсем нимӗҫсен офицерне, унӑн ҫумӗнче пит кирлӗ хутсем пулнӑ, тыткӑна илме, темиҫе гитлеровеца пӗтерме пултарнӑ.

Советским бойцам удалось взять в плен немецкого офицера с документами, уничтожить несколько гитлеровцев.

Кошелев Михаил Тимофеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

бал лифчӗ ҫумӗнче чӗнтӗрлӗ Мари-Антуанетт фишйӗвӗ

к бальному лифу кружевное фишю Мари-Антуанетт

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

1765 ҫулта, чи малтанах дворян йӑхӗн хӗрупраҫӗсем валли хатӗрленӗ хупӑ привилегиллӗ вӗренӳ заведенийӗ пек йӗркеленӗ институт ҫумӗнче «мещен хӗрӗсем валли» (ытти дворян мар сословисем валли, крепостла хресченсемсӗр пуҫне) уйрӑм уҫӑлнӑ.

В 1765 году при институте, учреждённом первоначально как закрытое привилегированное учебное заведение для дочерей дворянской знати, открылось отделение «для мещанских девиц» (недворянских сословий, кроме крепостных крестьян).

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Акриппин кинемей выртакан кравать ҫумӗнче Ваҫӗли Николайчӑсен Пӑрчӑканӗ ларать, кинемей ҫамки ҫине хунӑ нӳрӗ татӑка майлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Халӗ ялта пулас пулсан вӑл ҫакӑ йытӑпа мар, Амӑшӗ ҫумӗнче ним туймасӑр ҫывӑрнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Унта, анчахрах туса пӗтернӗ ҫурт ҫумӗнче, самай ҫӳллӗ пусма картлашки пур.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл, асламӑшӗ ҫумӗнче лараканскер, ун ҫамки ҫине нӳрӗ татӑк хурать, шыв ыйтсан тӑратса лартса ӗҫтерет, «такамсемпе» ҫеҫ тӑрса юлнӑ ҫынна ватлӑхран самантлӑха та пулин хӑтарма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ав, кӑмака ҫумӗнче кантра ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ялти ачасем: «Мӗнле пӗрмаях килӗнче амӑшӗ ҫумӗнче ларать-ши ҫав Микулкка?

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑтра ҫилхеллӗ, кӗске хӳреллӗ вӗҫкӗн тихасем, хӑмӑт мӗнне пӗлменскерсем, амӑшӗсем ҫумӗнче тапӑртаттарса ҫӳреҫҫӗ: пӗрре тӗпӗртти-тепӗртти сикеҫҫӗ, тепре, амӑшӗсем айне кукленсех, ҫиллийӗсенчи пур-ҫук сӗте лачкама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ун ҫумӗнче — нимӗҫсенчен те хӑрама пӗлмен асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫумрах, пӑсман ҫерем ҫинче, йывӑр чирпе нушаланакан амӑшӗ ҫумӗнче тата пӗчӗкрех ача упаленет, ашшӗпе пиччӗшӗ енне аллипе тӗллесе: «Анне, ав паххи», — текелет.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Акӑ мӗн кӑсӑклантарать те тӗлӗнтерет мана, ун ҫине пӑхма йӗрӗнмелле, нимӗн те илӗртекенни ҫук ун ҫумӗнче, сӑнсӑр Узин.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӗтӗмпех хӑй ҫумӗнче пулнӑ унӑн, ҫитменнине, ача пурччӗ унӑн, нумай арсынна килӗшетчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех