Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳрече каррисене те, сӗтел ҫиттине те чӑваш эрешӗпе тӗрленӗ, ӳкерчӗкӗсем уҫӑмлӑ курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Шурӑмпуҫран та шурӑ сурпана, шап-шурӑ чӗр ҫиттине кунта «нациллӗ колорит» палли теме пулӗ («колорит» пирки эпир маларахра калӑпӑр).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ыйхӑ пуснине кура Ульха вырӑн сарма шутларӗ, ҫӳпҫе тӗпӗнчен халиччен тытман вырӑн ҫиттине кӑларчӗ.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Карчӑкӑн тата ӗҫӗ пӗтмен пулмалла: вӑл алкумне тухса хура ҫӑм ҫиппи илсе кӗнӗ, ача ҫиттине, кипкине сирсе, унӑн алли, ури сыпписене ҫӑм ҫиппипе ҫыхнӑ.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫиттине тӳрлетме хӑтланнӑ пек туса хӑйне асӑрхаттарать вӑл…
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вара ҫиттине хӑй ҫинчен сирсе пӑрахать те чылай вӑхӑт хушши ним хускалмасӑр пӑлтӑр маччинелле пӑхса выртать.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ним тӑвайман енне Юсуф сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке ҫапа-ҫапа урайне ывӑтма пуҫларӗ, юлашкинчен сӗтел ҫиттине урайне шӑлса тӑкрӗ.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ефремовсем пырса кӗнӗ вӑхӑтра Топриков арӑмӗ, хӑнасем килессе кӗтсе, упӑшкине таса кӗпе-йӗм тӑхӑнтартнӑ, минтер ҫиттине улӑштарнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӑй тӗртсе тунӑ пиртен касса ҫӗленӗ вилтӑпри ҫиттине ҫемҫен хутлатрӗ те пештӗре чиксе Сашшана пачӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл сӗтел ҫиттине тӑруках хӑвӑрттӑн та йӑррӑн сӳсе ывӑтрӗ, хӑнасем аран-аран сиксе тӑрса ӗлкӗрчӗҫ, — мӗн пур кӗленче, стакансем, ҫатма — ӳсӗр сӑйланун пӗтӗм йӗркесӗрлӗхӗ — кӗмсӗртетсе-чӑнкӑртатса урайне сирпӗнчӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗсем сӗтел ҫиттине тирпейлесе сарчӗҫ — унта карт тӗркемӗччӗ; хӗрсем аллисене карҫинккана чиксе ячӗҫ, Детрей айккине ларчӗ, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Рене апат пӳлӗмне иртрӗ, сӗтел ҫиттине турткаласа тӳрлетрӗ, диван ҫине пӑрахнӑ кӗнекине хупрӗ, унтан ашшӗн ӗҫ пӳлӗмне уҫрӗ те стена сехечӗн пуканӗсене туртрӗ, ларчӗ, шухӑшӗсене пуҫтарма хӑт-ланчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Сӗтел ҫиттине пӳрнисемпе канӑҫсӑррӑн пӗтӗркелерӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Мӗншӗн тата ҫав пайӑркасемех тетрадь питне е кровать ҫине витнӗ ҫиттине ҫутатнӑ чухне пирӗн куҫа шартармаҫҫӗ?
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Людмила Ильинична самант ҫӗрелле пӑхать, аллипе сӗтел ҫиттине якаткалать.— Людмила Ильинична на минуту опускает глаза, поковыряв длинным ногтем узор на клеенке.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Сӗтел ҫиттине васкамасӑр хутлатса хунӑ хыҫҫӑн Людмила Ильинична Виктор ҫумне пырса ларать.Сложив наконец скатерть, Людмила Ильинична опускает ее на край стола и садится рядом с Виктором.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Людмила Ильинична, ак, юлашки тирӗке те илсе кайрӗ, халь вӑл крахмалпа хытарнӑ сӗтел ҫиттине пуҫтарать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Янахӗ унӑн чӗтренӗ, хулпуҫҫийӗсем кӑртлата-кӑртлата илнӗ, алли пӳрнисем, сӗтел хӗррине ҫирӗппӗн ҫатӑртаттарса тытса, сӗтел ҫиттине тытамаклӑн чӑрмаланӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чей тултарнӑ кружкӑна та тӗрӗс тытма вӗренмелле, кашӑкпа тата вилкӑпа мӗн тунине те пӗлсе ҫитмелле, ҫиессе те сӗтел ҫиттине вараламасӑрах ҫиме вӗренмелле.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Акӑ ӗнтӗ аллипе машина ҫиттине тытса пӑхать вӑл, айне ӑҫтан кӗрсе каймаллине шыраса тупать те кӗмелли шӑтӑка пысӑклатать, анчах шалтан хӑрӑлтатакан сасӑ илтӗнсе каять.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.