Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫителӗклех (тĕпĕ: ҫителӗклӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл шахмат вӑййипе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне темиҫе хутчен те лекнӗ, район чемпионӗ те пулнӑ, ҫавӑнпа ӑсталӑхӗ ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Кунта ҫавӑн пекех зоотаварсем те вырӑн тупнӑ, выльӑха валли комбикорм та ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗхе юратнӑран // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vyilax-cherlexe-y ... naran.html

Выльӑх-чӗрлӗхе сыватма мӗн кирлине йӑлтах тупса пама пултарать - эмел ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗхе юратнӑран // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vyilax-cherlexe-y ... naran.html

Тетейӗн вӑхӑт ҫителӗклех, вара вӑл стенасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан картинӑсене пӑхса ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӑр ҫӳхе, ҫителӗклех шӑнма ӗлкӗрмен.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӗрремӗшӗнчен, ывӑлӑм хальлӗхе пӗчӗккӗ-ха, иккӗмӗшӗнчен, анне пӗчченех юлчӗ, ӑна питӗ йывӑр пулӗ пурӑнма, мӗншӗн тесен ҫителӗклех ватӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Килне таврӑнса, ҫителӗклех макӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Итле малалла, Кирей, Йӗпреҫ ачисем шашлык хатӗрлетчӗҫ, эрех те пулнӑ, аван апат-ҫимӗҫ те ҫителӗклех пулнӑ, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттереттӗмӗр, — Юман умри ҫул ҫине тимлӗн пӑхса пычӗ, хӑй калаҫма чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Санӑн хуҫалӑхунта, Теней, мана пулӑшмасӑрах ӗҫсем ҫителӗклех пулӗ терӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫителӗклех канма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ӑна апат та, шыв та ҫителӗклех панӑ, анчах ҫав кайӑк кунран-кунах начарланса пынӑ, юлашкинчен вилес патнех ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хусанкайӑн ӗнтӗ талант тени ҫителӗклех: талант «валеҫнӗ» чухне вӑл ҫӑпата сырса юлман.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫав вӑхӑтрах хаксем кунта ҫителӗклех сисӗнекен: £202,500-тен пуҫласа £3,550,000 таран.

При этом разбег цен здесь достаточно ощутимый: от £202,500 до £3,550,000.

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Мана, хам ӑссӑр пулнӑшӑн, ҫителӗклех терт кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӗҫ вӑйӗ ҫителӗклех пирӗн, — терӗ ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вутти-шанки те ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

«Юрӗ, шарламӑп хальлӗхе. Мӗншӗн ахалех салтак чунне канӑҫсӑрлантармалла. Унӑн манӑн уйӑхрисемсӗр те суйхи-хуйхи ҫителӗклех пулӗ», — шухӑшларӗ те вӑл тутлӑн карӑнса илчӗ, хул айӗнче шӑтӑртатни те илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ ялта пурте люцерна акса илеҫҫӗ те хӗл каҫмалӑх курӑм ҫителӗклех хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах чугун ҫулсем ҫителӗклех мар-ха.

Но железных дорог недостаточно.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ якут хресчене те ҫӑкӑр ҫителӗклех ҫиет, пахча-ҫимӗҫсем кулленхи апат пулса тӑчӗҫ.

Теперь и якутский крестьянин ест хлеб в достаточном количестве, а овощи стали обычным кушаньем.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех