Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапрӗҫ (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуткупӑс пӗр вӗҫӗм янранӑран хушӑран-хушӑран ташша ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Арихова тӑнлавран юман тукмакпа ҫапрӗҫ тейӗн: куҫӗ хуралса, вӑйӗ пӗтсе килчӗ, шӑм-шакӗ вупӑр чӑмланӑн ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ, ҫурӑмӗсенчен ҫат! та ҫат! ҫапрӗҫ, чуптурӗҫ, макӑрчӗҫ, кулчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тепӗр Мӑнкунччен аванах пурӑнасчӗ, чир-чӗрпе хуйхӑ-суйхӑ пиртен пӑрӑнса иртчӗр», — тесе вӗсем ҫуртасем ҫутрӗҫ, турӑшсене пуҫ ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Утсем пӗр-пӗрне пырса ҫапрӗҫ, хӗҫсем чанклатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хресченсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса, драгунсем ним хускалми тӑракан хусахсене пырса ҫапрӗҫ, халь тин ҫапӑҫу йӗркине патька-патша хӑйне кирлӗ пек улӑштарма пултараймарӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗтӗк-ҫурӑк!» — ҫак сӑмахсем пырса ҫапрӗҫ ун пуҫне ҫав каҫхине.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урапи ҫине Савантере ҫӗклесе ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем еннелле чулсем ывтӑнчӗҫ, ҫӗмренсем вӗсене пыра-пыра ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна Карлай учӗ ҫине ҫӗклесе ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте урса кайса урисемпе тапрӗҫ, аллисемпе ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӗҫпе ҫапрӗҫ мана, — пӑшӑлтатрӗ аманни.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен пупран, ял куштанӗсемпе пуянӗсенчен хӑраса пурӑннӑскерсем вӗсем хӑйсене ирӗклӗрех туйрӗҫ, хӑйсен туррисене вӗҫӗмсӗр пуҫ ҫапрӗҫ, Киремет картине кайса аслӑ Туррӑн аслӑ ывӑлне парне хыҫҫӑн парне кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хай ҫимӗк иртсен, эрне кун ирхине Нумайччен кӗтӳ тӑчӗ пухӑнса: Арӑмсем, хӗрсем васкамарӗҫ килсене, Вакларӗҫ сӑмах, ҫапрӗҫ пайтах талпаса.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑйӑр утти ҫине строительсем малтанхи юпасене ҫапрӗҫ, ҫав юпасем утрав яланлӑхах ҫыранпа пӗрлешмелли ҫула — анатри пӗве пулмалли вырӑна паллӑ туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Каҫхи апат хыҫҫӑн пысӑк зал варринчи пӗлтерӳ хӑми ҫине, королӗн бронза бюсчӗ ҫывӑхнерех, дирекци приказне ҫапрӗҫ:

После ужина на доске объявлений, подле бронзового бюста короля, стоявшего посреди актового зала, был вывешен приказ дирекции:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пристаньре икӗ хут чан ҫапрӗҫ, халӑх малтанхинчен хытӑрах хускалма, шавлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ӑна сысна ҫурисене аяккалла сутса укҫине кӗсьене чикнӗшӗн кӑларса ҫапрӗҫ, — терӗ мана кайран Кулькка.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Маншӑн та чан ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Нумайӑшӗ пӗҫҫисене шарт! ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех