Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене пӗрне те хӑварма юраман, мӗншӗн тесен шуйттансем ҫавсем ҫинче ҫакланса юлаҫҫӗ тенӗ.
Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456
Ҫурла уйӑх пӗкӗ ункинчен ҫакланса ларнӑ та, унран ниепле те уйрӑлма пӗлмесӗр, хӑйӗн йӗс сассипе тӗнкӗлтетсе пырать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Анчах Ҫтаппан аллине ҫакланса мӑшкӑл курнӑшӑн мар, йӑрӑсене такам ял ҫине сарнӑшӑн пӑлханчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Акӑ ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултаракан плитасенчен пӗри хӗр ҫакланса тӑракан каштана хирӗҫли ҫине выртрӗ, тепри — унӑн малаллахи тӑсӑмӗ пулчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫӳҫӗсем кӗмӗлленме пуҫланӑ пулин те, ялан пӗрле, хулран-хул ҫакланса ҫӳренӗ — пасара та, кинона та, шӑрӑх кунсенче Атӑл леш енчи хӑйӑр ҫинче хӗртӗнсе выртма та, кӑмпа татма та.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ҫил ачисем малтан ҫӳлте йӗрмешетчӗҫ, халӗ аяларах анчӗҫ, пӳрт кӗтессинчен ҫакланса шӑхӑрса тӑчӗҫ.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Пӗр вӑхӑт ҫакланса ҫӳрерӗ Олег хыҫҫӑн сӑмах купи.
Сӑмах ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/437
Е пулла ҫакланса кайнӑ арҫынсемпеле.
Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318
Курӑкран ҫакланса чӑлханнӑ хут татӑкӗ енне сике-сике ӳксе вӗрме тапратать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Килӗшрӗ пуль ҫав, пит килӗшрӗ пуль интелегентсем пек хулран-хула ҫакланса утни.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ирӗшлӗ-хывӑхлӑ, сӑсӑллӑ, мӑянлӑ ҫӑкӑр, шӗшкӗ кӑчки пашалӑвӗ, «Сталин икерчи», ҫӗрӗк ҫӗрулми, йӗлме хуппи, ҫуркунне-ҫулла серте-пултӑрантан пӗҫернӗ симӗс апат-яшка, майра, качака, пир, пултӑран кӗпҫи, кӑмӑслӑх, кашкӑр ути — акӑ мӗн ҫисе ӳсрӗҫ (хӑшӗ-пӗри выҫӑпа та шыҫрӗ) кипкери, амӑшӗн кӗпи аркинчен ҫакланса ҫӳрекен е тяптяп ҫулӗсенчи вӑрҫӑ ачисем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Огонек» ресторан патне ҫитиччен чусран сарнӑ тротуарччӗ, чусӗсем уйрӑлса пӗтнипе ҫакланса такӑнтаратчӗҫ.
Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen
Пӗркун ҫырмари ҫӗмӗрт йывӑҫҫи ҫинче кӗпинчен ҫакланса ларнӑ…
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Куршанкӑ ҫакланса ҫыпӑҫсах ларнӑ ӗнтӗ сан ҫумма, хӑпӑтаймастӑн ӑна, ах, аҫа ҫапасшӗ!
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Кӗл туса пӗтерӗ те — ҫакланса ларӗ?
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Сире валли мӗн илсе килес? — тесе ыйтрӗ вӑл, чӗлхи ҫакланса ларнӑ пек, юлашки «с» сас палли ҫине пусӑмласа.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫутӑлса пынӑҫем тӗтре, тӗтӗм пек, чӗррӗн йӑсӑрланма тытӑнать, пайӑркан-пайӑркан уйрӑлса вӗҫкелет, шурӑ ҫӑм пек, туратсенчен ҫакланса усӑнса тӑрать.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Унтан сиксе тӑчӗ те старик каллех пахчаналла вирхӗнчӗ, алӑкран ҫакланса ларса кӗпи аркине ҫурса пӑрахрӗ.
Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кукамай виллине улӑм пӗрчи урлӑ каҫарма хӑтланса ик-виҫӗ хут та пикенсе пӑхрӗ вӑл — е улӑм пӗрчи сӗтӗрӗнме тытӑнать, е кукамайӗ таҫта ҫакланса ларать.
Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӗлӗкрех шывра чӳхӗнне туратсем ҫын ҫӳллӗшӗнче сывлӑшра усӑнса тӑраҫҫӗ, тахҫан ҫакланса юлнӑ ӳсентӑранпа хытса ларнӑ юшкӑн аякран курак йӑви пек курӑнать.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.