Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавапа (тĕпĕ: ҫава) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та уяв йӗркелӳҫисем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартас текенсене ҫавапа ҫулса пӑхма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ситекре «Питрав пуххи» чӑваш культура фольклор уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3850624

Чула лумпа ҫӗклесе, пӑтана мӑлатукӑн шӗвӗр вӗҫӗпе хирсе туртса кӑларса, тӑпрана кӗреҫепе чавса, тӑпра муклашкисене кӗреҫепе иле-иле ывӑтса, йывӑр япалана хӗскӗчпе хӗстерсе йӑтса, кӗсменсемпе ишсе, ҫавапа утӑ ҫулса — ҫак япаласемпе пуринпе ӗҫлесе, вӗсемпе ансат формӑллӑ рычагсем пек усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Шӑтӑк-путӑклӑ кунта, ҫавӑнпа машинӑпа мар, ҫавапа ҫулнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Айккинчен пӑхса тӑракан Хӗветӗре кулӑшла туйӑнать: пӗр ҫавапа иккӗн ҫулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ҫавапа ҫулмалла, комбайнпа пухмалла тетӗп!

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Уйри посадкӑсенче кӑмпа — ҫавапа ҫулмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Варман хӗрринчи ҫырмара, йывӑҫ тӗмисем ҫывӑхӗнче, ашшӗ ҫавапа хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫӗҫӗ, сывлӑшра ҫиҫӗмле йӑлтӑртатса илсе, таҫталла вӑркӑнса каять, унӑн хуҫи, ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек, тӳп ҫаврӑнса анать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Чечексем, чечексем — хӑть ҫавапа ҫул.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл ҫынсене е выльӑх-чӗрлӗхе ҫавапа ҫулнӑ пек пӗтерсе кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫумӑра ҫанталӑк кайрӗ — Тырпула ҫӑлмашкӑн кар Ҫавапа хире тухар!

Куҫарса пулӑш

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

— Ҫапла, ҫавапа ҫулнӑ пек ҫулаҫҫӗ пире.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк кӗрслеттерсе юнашарах аҫа ҫапать, ҫывӑхри юман тӑррине ҫавапа каснӑн татса антарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Алӑпа вир ҫумланӑ, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ҫитӗннисене пулӑшнӑ, утта ҫавӑрса типӗтнӗ, ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр паккуссене кӗреплесемпе пухнӑ.

Пололи вручную посевы проса, помогали взрослым на сенокосе, ворошили сено, граблями убирали бескрайние покосы, скошенные косой.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Ҫавапа тух та урама килти выльӑх валли наччасрах пӗр ытам курӑк ҫулса кӗр.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавапа ут ҫулни, Сунтал ҫинче ҫапнӑ Ҫаван уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Лавҫӑ утӑ айне чикнӗ ҫавапа туртса кӑларчӗ те ачасене хӑйпе пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр сехет манерлӗ ҫунатлӑ хавхапа ӗшкӗннӗ, «ҫурхи лӗп, вӑшӑлти ҫил» те явкаласа-пӗтӗркелесе ҫавапа вӑйнӑ хыҫҫӑн вӗсем, йӑлкӑм йӑшса, тин ҫеҫ пиҫнӗ икӗ ҫӗнӗ чӑмӑрла паранкӑ пек пӑль-пӑль пӑсланакансерсем, пӑтӑр-пӑтӑр тарланӑскерсем, ларса канма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пирӗннисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек «тӑкӑна» пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн студент-йӑтмарҫӑсем: Ула Тимӗр, хӑйӗн ҫавапа ҫулнӑ пекех йӑванса ӳкмелле ывӑннӑ йӑтмарҫӑ рольне сирсе ывӑтса, шалтан ирӗлсе, йӗлпӗркелесе, йӑпӑр-япӑр хӑйӗн «хура ӗҫ» брюки кӗсйинчен лешне, ҫӑмӑл апатран пушаннӑ пӗчӗк миххе, туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех