Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑраса (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9-мӗшпе 11-мӗш классенчен вӗренсе тухакансен чӗрисене хумхатса юлашки шӑнкӑрав янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра - ҫӗнӗ тапхӑр // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/umra-cene-tapxar.html

Алӑк патӗнчи шӑнкӑрав вӑрӑммӑн янӑраса кайрӗ: тӗнкӗл-тӗнкӗл, тзи-и-инь!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Кӗрн-н! янӑраса кайрӗ вӑрӑммӑн.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Вот отнашты пӑкӑварить решила папка с тетом, — ҫапла каланӑччӗ кӑна — Вовӑна шарт сиктерсе хваттер алӑкӗн шӑнкӑравӗ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ашшӗ сӑмахӗсем каллех хӑлхара янӑраса каяҫҫӗ: «Сан аннӳ Ҫармӑсран…

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Авалхи юрӑ — паянхи кунӑн вӑхӑтлӑх хӑни — каллех мӑнаҫлӑн янӑраса каять:

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫуртӑн ҫӳлти пӗренисем халӗ те ҫирӗп-ха, шаккасан янӑраса каяҫҫӗ, вӗсемшӗн вӑхӑт нимӗн те мар.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Чӗтрекен сасси, аран илтӗнмелле тухаканскер, чуна пырса кӗрет те унти мӗн-пур хӗлӗхсене туртса карӑнтарать, сӗм вӑрманта сасӑ янӑраса сарӑлнӑн, хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе ҫӳрет: «Инҫете каятӑн… аятӑн… ятӑн… тӑн… ӑн… н…»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Унччен те пулмасть, вӑрмантан куккук сасси янӑраса ҫитет:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫӗнтерӳ салючӗн залпӗсем янӑраса кайнӑранпа 79 ҫул иртнӗ, анчах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн Салтак - Геройӗсене асӑнса ҫав ҫулсенчи чӗрӗ свидетельсемпе хутшӑнакансем, документсемпе сӑнӳкерчӗксем урлӑ ӑруран ӑрӑва куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗре ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ra-3763353

Хӑрушӑ сӑмахсем янӑраса каяҫҫӗ вӑрманҫӑпа унӑн арӑмӗн хӑлхинче хутран-ситрен те пулин: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса каска пуканӗ тӑватпӑр, манка!..»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӳҫӗ вӑрӑм чух Гарри Стопкинра, Христосра, Левене вӑрманта чиксе пӑрахма пултарнӑ шаймӑкра, ҫын сӑнӗ пур пекчӗ, халӗ вӑл, шаклаланса кайнӑ ҫӑхан евӗр, вӑрманҫа шутсӑр кураймасӑр пӑхса ларать: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса хӑҫан та пулин каска пуканӗ тӑватпӑрах санне!..» тени янӑраса каять вара Левен хӑлхинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Левен! — янӑраса каять вӑрман сасартӑк.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— А-а-а! — аслӑ вӑрман хӑрушшӑн янӑраса каять.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хурамалкинсен пӳртӗнчен тахӑшӗ ҫенӗке тухрӗ пулас, пластинка сасси, Левен шухӑшне сирсе, уҫӑмлӑн янӑраса каять:

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑхтава тухма систерсе, шӑнкӑрав сасси янӑраса каять.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Тревога! — хыттӑн янӑраса кайрӗ старшина сасси, чуна ҫурса, сирена та улама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Подъем! — янӑраса кайрӗ старшина сасси сасартӑк.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Салтак арӑмӗ, пӑшӑлтатса: «Аҫу вилнӗ», — тени, Хурӑнкассинчи йывӑр шӑплӑха хускатса, чан ҫапнӑн янӑраса, юр йывӑрлӑхӗ айне пулнӑ улӑм тӑрӑллӑ ҫуртсем урлӑ куян пек сике-сике каҫса, часах мӗнпур киле пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫуллахи ӑшӑ каҫсем еплерех янӑраса тӑратчӗҫ ӗлӗкрех.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех