Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вассан ӑшӑ, ҫутӑ, темле чи ҫепӗҫ юрӑ пек янӑравлӑ (чӑнах ҫапла «янӑравлӑ» тесе калас килчӗ унӑн) сӑн-пичӗ ытарайми илемпе тӗлӗнтерчӗ ӑна.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Мӗн ҫӑмӑлпа? — ыйтрӗ вӑл янӑравлӑ сассипе.
Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑл илемлӗ те янӑравлӑ халӑх пулнӑ: уявсенче ялӑн икӗ вӗҫӗнчен те юрӑсем юхнӑ.
«100 ҫул тултарнине уявлама чӗнместӗп» // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -p-3851400
Ҫу пуҫламӑшӗнче Ҫирӗклӗ ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ «Ачалӑх янӑравлӑ култӑр» вӑйӑ программи иртнӗ.
Ҫирӗклӗ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3795643
Ҫак уяв яланах савӑнӑҫлӑ та янӑравлӑ кулӑпа, савӑнӑҫпа тулса тӑрать.
Июнӗн 1-мӗшӗ — Ачасене хӳтӗлемелли кун // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3795727
Пырать вӑл таплаттарса кӗленче евӗр янӑравлӑ кӗперпе.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Авӑ епле янӑравлӑ, хитре юрӑсем хывса хӑварнӑ вӗсем.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӗлӗнмелле янӑравлӑ вӑл: ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра иртсе пыракан тулли ҫуна тупанӗ чӗриклетсе ҫухӑрни те ҫумра хӑйӑ чӗлнӗ чухнехиллех илтӗнет; ҫырма-ҫатра таврашӗнче кашкӑр таврашӗ кӗскен «У-у-а-у» туса илни ҫурӑм тӑрӑх, кӗпе айӗпе, сиввӗн хӑпарса каять; питӗ аякри алӑксем шалтӑртатса хупӑннине те итлеттерет сана хӗллехи ҫӗрӗн асамлӑ шӑплӑхӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Темле янӑравлӑ хӑвӑл йывӑҫа улатакка тӑрӑшсах таккани илтӗнет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эсӗ вырӑсла манран ӑстарах, сассу та янӑравлӑ, — сӑмах калама юратакан Архип Григорьевича ҫул пачӗ хӗрарӑм.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хаваслӑ та янӑравлӑ сассипе чӗнчӗ:
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лаша каллех янӑравлӑ кӗҫенчӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ванюкӑн янӑравлӑ сасси Ҫтаппан шухӑшне татрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сасси унан уҫӑмлӑ та янӑравлӑ, чунӗ — ҫулӑмлӑ та кӑварлӑ.
Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.
Таҫта ҫитиех вӗҫсе ҫӗкленнӗ шӗшлӗ кайӑк тӳпене такам ывӑтса янӑ пӗчӗкҫеҫҫӗ те, анчах калама ҫук янӑравлӑ шӑнкӑрав пек туйӑнать.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Лаш Таяпари ташӑҫӑсен пултарулӑхӗ пурне те килӗшрӗ.Ҫӗнӗ Эйпеҫри Вика Романова, Кивӗ Эйпеҫри Кирилл Петров янӑравлӑ юрӑсемпе тыткӑна илчӗҫ.
Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/
Каччӑн ҫирӗп тӗллевлӗ, ҫав вӑхӑтрах кӑшт кичем пек сисӗнекен пурнӑҫне ҫав «пӗри» тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ шухӑш-туйӑм илсе кӗчӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Мӗн калас-ши ман сире? — пуҫне кӑлт-кӑлт сулса, кулкаласа ыйтрӗ вӑл кӑкӑр ӑшӗнчен тухакан самай янӑравлӑ, уҫӑ сассипе.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Уява ертсе пыракансем Татьяна Николаевӑпа Наталья Антонова чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулнине палӑртрӗҫ.
Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/
Хӑлхара ҫаплах шӑпчӑксем янӑравлӑ юрлани илтӗнсе тӑчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.