Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ямаҫҫӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чирлӗ тесен, чирлӗ мар, ҫапах киле ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сабантуйра // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ялта пире ял Совечӗсӗр хваттере ямаҫҫӗ, йӗрӗнеҫҫӗ пиртен, ырӑ ҫыннӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӗсем ялта пӗр субботнике те ирттерсе ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнтӑрла унӑн вӑхӑт ҫук пулсан, Ирина Андреева ирхи ҫиччӗре килет те мастерскойра ӗҫлет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3857282

Унта искусствӑлла майпа хатӗрленӗ хутӑшсем ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗннисем валли те «Сӗт кухни» продукцине кӑларма пуҫлӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... -l-3826395

— Ман пек завхоза хӑваласа ямаҫҫӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Николай килмест, ямаҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Призывпа каякан салтаксене Донецк тата Луганск Республикисене, Херсон тата Запорожье облаҫӗсене ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Паттӑр салтаксем тӑшмана унта ямаҫҫӗ, тем чухлӗ самолетсем вӗҫеҫҫӗ тӳпере, урам тулли танксем кӗрлеттерсе иртеҫҫӗ — ҫӗр чӗтрет, салтаксем таплаттарса утаҫҫӗ, хӑшӗсем хулпуҫҫи ҫине йӗлтӗр тытнӑ, хӑшӗсем машина ҫинче, юланутлисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшӗсем, тен, тӑванӗсене шыраҫҫӗ пулӗ, анчах нимӗҫсем вӗсене ҫывӑха ямаҫҫӗ, хыттӑн ятлаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринче климат типӗ, Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри — Союзри чи йӗпе-сапаллӑ вырӑн: хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен ҫилсем Хура тинӗсрен кунта нӳрӗк илсе килеҫҫӗ, ӑна ҫӳллӗ тусем малалла ямаҫҫӗ, ҫавӑнпа ту хӗррисенче вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫӑваҫҫӗ.

Южный берег Крыма имеет сухой климат, а Черноморское побережье Кавказа является самым влажным местом Союза: западные ветры несут сюда влагу с Черного моря, она задерживается высокими горами и выпадает на их склонах обильными дождями.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Нумайӑшӗсем укҫа-тенкӗ пухассине хастар хутшӑнаҫҫӗ, пӗр пухӑва та ирттерсе ямаҫҫӗ, вӗсене палӑртас килет — ку Демскинчен Александр Кажаев , Каныкайран Айрат, Егоровкӑран Ирина, Аитран Райля, вӗсем пурте кунта ҫуралса ӳснӗ, анчах тахҫанах тухса кайнӑ, нумайранпа районта пурӑнмаҫҫӗ.

Очень многие активно участвуют, не пропуская не один сбор, можно даже выделить их — это Александр Кажаев из Демского, Айрат Хабутдинов из Каныкаево, Ирина из Егоровки, Райля из Аитово, все они когда тут родились и выросли, уехали и давно уже не проживают в районе.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Тата кантура ҫынсем пухӑнсан та, ӑна-кӑна сӳтсе явнӑ чух та хуса ямаҫҫӗ мана, тепӗр чух, ӗҫ ҫук пулсан, тӗрлӗ саҫҫетанисенче малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех итлесе ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Кил-ҫурт пуррисене ҫывӑха та ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Эс чӑтӑн-ха, кин, ҫула каякан ҫынна хурлантарса ямаҫҫӗ ӑна, — тет Ольга амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Касаҫҫӗ, ҫураҫҫӗ йывӑҫа, анчах кашӑк аври пысӑкӑш турпаса та ӳкерсе сая ямаҫҫӗ, йӑлт ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗтӗ ӗнесене, пӗр уйӑхран пӑрламаллисене ҫеҫ сыхлӑх шӗвекне ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Ырӑ хӗре инҫе ямаҫҫӗ теҫҫӗ, 1961 ҫулта Прохоровсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Унта пире ҫывӑха та ямаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аппа ачасене ҫитерме ҫӑнӑх, сахӑр, ҫу, тӗрлӗ кӗрпе илсе килчӗ, анчах килӗнче ҫиме ҫук ҫынсем ачисене сада ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юратакансем пӗр-пӗрне нихӑҫан та ҫапла ҫӑмӑллӑн тӗксе ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех