Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ямарӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир куҫ умӗнчен ҫухалнӑ хушӑра манӑн пуҫа касса шалча ҫине тӑрӑнтараҫҫӗ, — ҫӗҫҫине аллинчен ямарӗ Керим.

Куҫарса пулӑш

Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫырӑва вӑрахчен аллинчен ямарӗ корреспондент, шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Чӑваш хӗрӗсем пултарнине эпӗ тӑваймӑп терӗн-им? — чутах йӗрсе ямарӗ Соня.

Куҫарса пулӑш

Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ Ленӑна амӑшӗ каҫпа клуба ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫул тӑршшӗпе тапак енчӗкне темиҫе те турта-турта кӑларчӗ кӗрӗк кӗсйинчен, чӗлӗмне ҫӑварӗнчен ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Утма пулӑшасшӑнччӗ вӑл Микулая, анчах лешӗ яхӑнне те ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, савӑннипе кӑшт ҫеҫ макӑрса ямарӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Уйран ҫӳпҫине кӑшт ҫеҫ йӑвантарса ямарӗ — Алюш тытма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Вӑл йӗплемесӗр ирттерсе ямарӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Мускавӗ темле тӗлӗнтерсе йӑвантарса ямарӗ утса пыракансене.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Володя унран пӑрӑнма тӑрӑшмарӗ, тӗртсе те ямарӗ, пӗр хирӗҫлемесӗр Миргалим ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Верук яхӑнне те ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Арӑмӗ: «Пӗр ҫыру та ямарӗ, те чӗрӗ, те вилӗ», — тесе йӗрем пекки туса ҫӳрет ҫынсен куҫӗ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Паян кунӗпе те хӗлхем ӑша ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫавӑнпа та ҫӑкӑрне пӗтӗмпех ҫитерсе ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Анчах хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫ ирӗке ямарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑрҫӑра темӗн те курма тивнӗ, ҫавах та тӳснӗ темӗнле йывӑрлӑха та, ҫавӑнпа ҫӗнтертӗмӗр те, — Айдак аллине чӗре тӗлӗнчен ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Арӑмӗ ӑна ямарӗ, алӑк умӗнче аллисемпе алӑк суллинчен тытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ку шанӑҫа ҫухаттарать, ҫавӑнпах пулӗ пире машинӑпа ӑсатса ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Эпӗ 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элменкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫӑмӑлах пулман манӑн. Мӗн пӗчӗкрен колхозра ӗҫленӗ. Хуракасси шкулӗнче 7 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри учительсем хатӗрлекен училищӗне каяс килетчӗ манӑн, анчах анне ямарӗ, ӗҫлемелле терӗ», - иртнине аса илет Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех