Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яваплӑха (тĕпĕ: яваплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хӑш-пӗр транспорт хатӗрӗсен водителӗсем, республикӑри хысна укҫинчен хӑтӑлас тесе, хӑйсен патшалӑх регистраци паллисене пытараҫҫӗ. Кӑҫал асӑннӑ йӗркене пӑснӑшӑн патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем пысӑк машинӑсен 400 ытла водительне административлӑ яваплӑх тыттарнӑ. Яваплӑха 5 пин тенкӗ штраф виҫепе е 1-3 уйӑхлӑха руль умне лармалли правине ҫухатнипе палӑртаҫҫӗ», - тесе пӗлтернӗ ПР ГИБДД ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра регистраци номерӗсене пытарнӑшӑн 400 фурӑн водительне штрафланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3779664

Ӗҫе механизаторсем яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине ҫирӗплетнӗ Анатолий Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп контроль кирлӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 80%d0%bbe/

Пурте хавхаланса, усӑ кӳме пултарнӑшӑн савӑнса, яваплӑха туйса ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Шӑпах ҫемьере эпир юратӑва, яваплӑха, ӗҫе, хисепе вӗренетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ тӗлне // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ne-3765204

Ҫуракинче пур тытӑмри хуҫалӑхсен те яваплӑха туйса тӑрӑшмаллине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Унӑн мӑнукне уголовлӑ яваплӑха хутшӑнтарман сӑлтавпа пенсионерка хӑйӗн перекетленӗ укҫаран 380 пин тенкӗ панӑ.

Пенсионерка под предлогом непривлечения ее внука к уголовной ответственности передала курьеру личные сбережения в размере 380 тысяч рублей.

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

Шанкӑравлакан пенсионеркӑран тӑванне уголовнӑй йӗркепе яваплӑха лекмессе укҫа-тенкӗ ыйтнӑ.

Звонивший попросил у потерпевшей деньги в обмен на непривлечение родственницы к уголовной ответственности.

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

Унсӑр пуҫне пӗлӳ илни, яваплӑха туйни, сӑпайлӑх питӗ пӗлтерӗшлӗ», — терӗ Алена Геннадьевна.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Канашлура ытти ҫитӗнӳсем пирки те тӗплен чарӑнса тӑнӑ, яваплӑха туйса ӗҫленӗшӗн вӗрентекенсене, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑшӑн уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Кашни вӗсенчен яваплӑха туйса, таса чунпа, халӑхӑн ырлӑхӗшӗн саккунсене пӑхӑнса вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Ӑна упрасси, унпа мӑнаҫланса пурӑнасси, унӑн аталанӑвӗшӗн таса чунпа яваплӑха туйса ӗҫлесси те пысӑк тивӗҫ пулнине асӑннӑ депутат.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Ирӗклӗхе тухнӑ хыҫҫӑн малтанхи ҫулсенче Гренадӑн хӑйӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем пулман, мӗншӗн тесен утрава хӳтӗлес яваплӑха Аслӑ Британи хӑй ҫине илнӗ пулнӑ.

В первые годы после получения независимости Гренада не имела собственных вооружённых сил, поскольку ответственность за оборону острова взяла на себя Великобритания.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

2019 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче Лай Циндэ Демократиллӗ прогрессивлӑ партин президент умсуйлавне хутшӑнма регистрациленнӗ, Тайване Китай аннексиленинчен хӳтӗлемелли яваплӑха хӑй ҫине илме пултарнине пӗлтернӗ.

18 марта 2019 года Лай Циндэ́ зарегистрировался для участия в президентских праймериз Демократической прогрессивной партии, заявив, что он может взять на себя ответственность возглавить Тайвань в защите от аннексии Китаем.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Кирлӗ самантра туххӑмрах тӗрӗс йышӑну тума пӗлни, харпӑр хӑйне, тӑванӗсене, ҫывӑх ҫынсене, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пӗлни вӗсемшӗн парӑнса пурӑнни, яваплӑха туйса мӗн пур вӑйтан ӗҫлени те паха», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

20 пин ытла педагогика ӗҫченӗ ку сферӑра вӑй хурать, вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшне нумай ҫул яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн патшалӑх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Ӗҫ пӳлӗмне утнӑ май Ирина сипленсе таврӑннине стройкӑри кӑткӑс ыйтусем, участоксенче паян-ыранах обществӑлла инструкторсем ҫирӗплетмеллине, ҫак ӗҫе кама-кама шанма май пуррине те палӑртрӗ, лесасем тӑвас яваплӑха ӳстермелли, хӑрушсӑрлӑх техники правилисемпе плакатсем ҫитменни пирки каласа пама хатӗрленсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кирек ӑҫта тӑрӑшсан та яваплӑха туйса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ // Валентина Шингалова. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫав вӑхӑтрах хӑйсем ҫине илнӗ яваплӑха туллин пурнӑҫламасӑрах «тухса тарнӑ» инвесторсем те пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Вӑл яланах яваплӑха туятчӗ, ҫар хирӗҫ тӑрӑвӗн лининче йывӑр вырӑнсенче пулма тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Мӗнпур ӗҫе яваплӑха туйса вӗҫне ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех