Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсемпе (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫулхи ноябрӗн 18-мӗшӗнче Станислав Витальевич кӗҫӗн сержант юлташӗсемпе Запорожье облаҫӗнчи Работино-Вербовое сали патӗнче каллех малти линире задани пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Стас юлташӗсемпе Донецк, Луганск Халӑх Республикисен тата Херсонпа Запорожье облаҫӗсен территорийӗнче иртнӗ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

1955 ҫулта юлташӗсемпе Шупашкарти пӗр стройтреста грузчик пулса ӗҫлеме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Юлашки экзаменсене аван тытса пединститутран вӗренсе тухса алла диплом илнӗ хыҫҫӑн савӑнмаллипех савӑнчӗ Тетей пӗрле вӗреннӗ юлташӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл юлташӗсемпе тройкӑпа килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӑйсен Елчӗк районӗнчи юлташӗсемпе «Газеле» кӗрсе ларчӗҫ те килӗсене кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Аттепе анне хӑйсен юлташӗсемпе ҫӗрпе аппаланасшӑн, ҫӗр ҫырли, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсем лартасшӑн, ӗҫ кирлӗ вӗсене, унсӑрӑн тунсӑх вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӑҫалхи майӑн вуниккӗмӗшӗнче, кӑнтӑрла иртсен пӗр сехетре, Мишша, сана Коля Иванов юлташӗсемпе вут-шанкӑ сарайне ҫавӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ачасем вӑл вӑхӑтра чӗрӗ хурт-кӑпшанкӑ тытнӑ, вӗсенсен коллекцисем хатӗрленӗ, юлташӗсемпе ылмашӑннӑ.

Дети в то время ловили живых насекомых, коллекционировали их и обменивались ими с друзьями.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Ҫав ҫын мана хӑйӗн юлташӗсемпе, рабочисемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана юлташӗсемпе сывпуллашрӗ те Сергей умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Лай Циндэ региона АПШпа тата вӗсен ҫывӑх юлташӗсемпе ҫывӑхлантарӗ, хӗҫ-пӑшал туянма укҫа ытларах уйӑрӗ тата Америка хӗҫ-пӑшалне туянма тӑрӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Ожидается, что Лай Циндэ будет поддерживать сближение с США и их союзниками в регионе и наращивать военный бюджет и закупки американского оружия.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Хӑшӗсем ӑна темиҫе те илтнӗ, анчах пуҫласа илтекен юлташӗсемпе пӗрле татах йӑлӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна Шарлотта кӗтет, вӑл вара кунта юлташӗсемпе ахаль вӑхӑт ирттерсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пӗррехинче, Атӑл хӗрринчи кафере юлташӗсемпе вӑхӑт ирттерсе ларнӑ чухне, Кеша ниҫта кайса кӗреймест.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӑйне ирӗккӗн туйса ферма ҫывӑхӗнчи пӗвене кун каҫа юлташӗсемпе миҫе хутчен шыва кӗме кайса килме пултарнине шутласа та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Паян вӑл хӑйӗн хастар юлташӗсемпе пӗрле вӑрмантан ҫӗнтерӳпе таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Антон юлташӗсемпе пӗрле пулас тесе хыпса ҫунать пулсан та чунне хытарсах аслашшӗ мӗн каланине чунтан парӑнса тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр утмӑл ҫул ӗлӗкрех Новая Земля утравӗ патне ненец ҫыннисем — промышленниксем — Фома Вылка хӑйӗн ҫемьипе тата юлташӗсемпе пырса тухнӑ.

Шестьдесят лет назад приплыли к Новой Земле ненцы-промышленники — Фома Вылка с семьей и товарищами.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах Норвеги ҫынни чаплӑ Амундсен ҫӳревҫӗ ҫеҫ хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле Кӑнтӑр полюсӗ патне ҫитсе курнӑ.

Но только знаменитый норвежский путешественник Амундсен с товарищами достиг Южного полюса.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех