Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлмалли (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Умра ҫутӑ та асра юлмалли самантсем кӗтеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулмалла! Пӗрле пулмалла! // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/perremesh-pulmall ... alla!.html

Юлмалли юлчӗ…

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку вӑл ҫынсем ҫинчен, кирек хӑш вӑхӑтра та ҫын пулса юлмалли, пӗр-пӗрне пулӑшмалли, ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшмалли, вӑйсӑррисене хӳтӗлемелли ырӑ та чун-чӗреллӗ повесть.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче "Ачасене вӑрҫӑ ҫинчен вулатпӑр" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3758615

Левенӗн асра юлмалли кунӗсем, ырӑ е усал тӗлӗксем евӗр, ӳссе ҫитсен, сасартӑк таҫтан сиксе тухакан юратӑвӑн асамлӑ кӑварӗ чунра тӗлкӗшме пуҫласан, Тамара ятлӑ ӑшҫунтармӑшпа пурнӑҫ тӗввине туртса ҫыхма хӑтлансан тупӑнчӗҫ ытларах.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пирӗн боецсене чӗрӗ юлмалли сулӑсем парасси йӑлана кӗнӗ.

Петров Н.И. вручил нашему герою браслет в качестве оберега.

Паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, патриотизм — чӑн-чӑн ҫыннӑн паха енӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3640047

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Леонидовна Салаевӑн пуҫарӑвӗ Вӗрентӳ министерствипе Культура министерствин, муниципаллӑ пӗрлӗхсен администрацийӗсен командисене пӗрлештерчӗ кӑна мар, 385 шкулти 5 пин ытла ачана чӑннипех хавхалантарса савӑнтарчӗ, вӗсем тӗрлӗ произведени геройӗсем пулса асра юлмалли сӑнарсем калӑпларӗҫ.

Инициатива депутата Госдумы России Аллы Леонидовны Салаевой не только объединила команды Минобразования, Минкультуры, администраций муниципальных образований, но и нашла отклик более чем у 5 тыс. детей из 385 школ, которые перевоплотились в героев различных произведений.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Унта чӑваш драматургин яланлӑха юлмалли произведенийӗсем пур.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пире этемлӗх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе юлмалли тапхӑрсемпе кунсене курма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӗнтӗ пурӗ те халӑх хаярлӑхне йӑвашлатса чӗрӗ юлмалли ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата икӗ маскировка костюмӗпе чӗрӗ юлмалли ултӑ штук сулӑ тума ыйту пур.

Пришел ещё запрос на два маскеровочных костюма и 6 шт. браслетов выживания.

Сухоречка ҫыннисем хамӑрӑннисене пӑрахмаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... ma-3431109

Ҫыру кӑна мар иккен ку, чӑнах та ӗмӗрлӗхе юлмалли сӑвӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кунсӑр пуҫне асра юлмалли мероприятисенчен пӗри «Тӗрленӗ Элӗк ен» пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Унта малтанхи хут пухӑнсан, асра юлмалли мӗнле ӗҫ ирттерӗпӗр?» — тесе шутлаттӑмӑр колхоз правленийӗпе парткомра.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Таранов: «Лайӑх юрӑ ку, ӗмӗре юлмалли юрӑ. Вӑл паян радиопа тӗнче илтмелле янранӑ ятпа чӗререн саламлатӑп, чӗререн!» — тесе Сулагаева алӑ тытсах хавхалантарасшӑнччӗ, анчах лешӗ аллине ҫурӑм хыҫне пытарчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Асра юлмалли старик.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килпет арҫын, — пӗрре пӑхсах асра юлмалли патвар ҫурӑмлӑ, сӑнӗпе те, сӑпачӗпе те паттӑр курнакан арҫына чӑвашсем ҫапла калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юратнӑ ҫын валли нумайлӑха асра юлмалли япала тума тӑрӑшӑр.

Постарайтесь сделать что-то приятное и запоминающееся для любимого человека.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ҫыранран кӗрлесе анакан бульдозерсем ку таврари Атӑлшӑн ӗмӗр-ӗмӗр асра юлмалли куна паллӑ туса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Аслӑ ҫын, чӑваш историнче ӗмӗрлӗх юлмалли ҫын, — хушса хучӗ Иванов.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ман шутпа, вӑл сӑвӑ — халӑхра ӗмӗрлӗх юлмалли япала, — терӗ хӗпӗртесе Павлов.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех